Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăхшăн

Малашлăхшăн

Юнкун Шупашкарта республикăри Аслă экономика канашĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта 2025-2030 çулсенчи Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин комплекслă аталану программине пăхса тухса ырланă.

Программа хуласемпе ялсенче пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен унта пĕтĕм отрасле кĕртнĕ. Пур кăтартăва та тишкернĕ. Кăткăс вырăнсене палăртнă, вĕсене татса памалли алгоритмсене кăтартнă.

2030 çулччен республикăн 33 «мегапроект» тата 40 драйвер проект, 600-е яхăн инвестици проекчĕ пурнăçламалла. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрне Елчĕк округĕнче те анлă çул парĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code