Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăх вулакансенче, почтальонсенче

Малашлăх вулакансенче, почтальонсенче

РФ Президенчĕ Владимир Путин çулсерен ирттерекен пресс-конференцинче тата «тỹрĕ лининче» журналистика малашлăхĕн ыйтăвне хускатрĕ. Ертỹçĕ шучĕпе хаçатсем кĕнеке пекех: «Шăпах хаçата алла тытса вулас кăмăллă çын нумай. Чи кирли вара — массăллă информаци хатĕрĕнчи содержани. Интернетри хывăхран интереслĕрех пулсан хаçат çынна кирлĕ».

Мĕн пирки пырать кунта сăмах? Вулакан кăмăлне тивĕçтерекен, патшалăхăн тата Роскомнадзорăн çирĕп тĕрĕслевĕнчи хаçатсем интернетри «сарă прессăран» çỹллĕ шайра тăни пирки. Интернетри хывăх тенĕрен, унти информаци йăлт хывăхпа тулнă тесе каласшăн мар Президент. Информаци ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Пурте кирлĕ паянхи саманара: хаçат та, Интернетри информаци çăл куçĕсем те. Вĕсемсĕр пĕринсĕр те май çук. Хальхи вăхăтра хаçатсемпе теле-радио компанийĕсем те уçă тетĕлте хăйсен страницисене, каналĕсене тытса пыраççĕ. «Интернетри хывăх» каларăш пачах урăххи — шанчăксăр информаци çăл куçĕсем пирки пырать. Чылай чухне мĕн куратпăр эпир вĕсенче? Тавлашу, харкашу, ĕнентерỹллĕ фактсемсĕр айăплав, теприне хурлани тата варалани… Çỹлти тилхепе çирĕплĕхне туйман, вĕренсе ятарлă пĕлỹ илмен «журналистсем» нумай чух ирĕклĕх виçине туймаççĕ. Чылай чух чăнлăхпа килĕшсе тăмаççĕ информацисем, пулса иртнĕ пулăмсем пачах кутăнла çаврăнса тухаççĕ, кашни йĕркере — йăнăшсем. Çын пирки никам та уголовлă е административлă ĕç пуçарман — вĕсем вара ăна туххăмрах «вăрă», «коррупционер»… туса хурлаççĕ. Чылайăшĕ вара çынна варалассине е пулăма урăхлатса калассине кĕтсе кăна тăрать тейĕн, çак «чĕрĕ» журналистсен подписчикĕсен шучĕ те хăмпă пек хăпарать. Çын ятне варалама кам ирĕк панă, çавă çеç паллă мар. Ирĕклĕхе туятпăр тенĕрен, кашни пулăмра виçелĕх кирлине, картаран тухма юраманнине манать ахăр чылайăшĕ. Ирĕклĕхе туятăп тесе çырас культурăна ним вырăнне те хуманни патне çитмелле мар, тỹрĕлĕхе, çынлăхлăха мала хумалла, этемлĕх принципĕсене пăхăнмалла, саккуна уямалла.

Халĕ кĕскен хаçат ĕмĕрне тăсасси пирки. Юлашки вăхăтра хаçат-журналсен тиражĕ чакса пынине Раççей шайĕнчех асăрхатпăр. «Мĕнре-ши сăлтавĕ?» — тейĕ вулакан. Чи малтанах манăн çакна Раççей почти оптимизаци ĕç-хĕлне пуçарнипе çыхăнтарас килет. Çĕнĕлĕх ĕçе кĕрсе пынă май почтальонсен шучĕ чакса, хаçат-журнала вулакан патне çитерес ыйту çивĕчленсе пырать. Йывăрлăхсене почтальонсен ставкине чакарнипе те çыхăнтарма пулать — çавна май вĕсем эрнере 2-3 кун анчах ĕçлеççĕ. Çакă, паллах, пичет кăларăмĕсене вăхăтра салатасси çине анчах мар, тираж чакасси çине те пырса тивет. Пирĕн округра анчах мар, республикăра, çĕршывра çакăн евĕр ỹкерчĕк. Вулаканăн хаçата вăхăтра тата почтальонăн аллинчен илес килет. Халăх çакăн пек хăнăхнă. Енчен те почтальон пулмасан хаçат-журнал вулакан патне çитмест анчах мар, почта çыхăну уйрăмĕсем те хупăнма пултарĕç. Ку вара тата та пысăк йывăрлăх кăларса тăратма пултарать.

— Халăх хаçат вуласшăн, кĕтет, — пĕлтереççĕ почтальонсем.

Почтальонсем ĕçне парăннă патриотсем. Хаçатçăсемпе тата вулакансемпе туслăха çирĕп тытса тăраççĕ вĕсем.

Тепĕр çивĕч ыйту — хаçат редакцийĕсене патшалăх енчен финанс тĕревĕ парасси. Тĕрев çитсех пыманни юлашки вăхăтра уйрăмах туйăнать. Мĕншĕн тесен полиграфи тăкакĕсем, хаçата пичетлес тата валеçес енĕпе пулакан тăкаксем çулсерен мар, уйăхсерен хăпарса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра «Елчĕк ен» хаçат уйăхра 4-5 хутчен тухать пулсан, ăна пичетлесси, турттарса килесси çине пĕр уйăхра 60-80 пин тенкĕ тăкакланать. Ытти тỹлевĕсемпе тăкаксем пирки каламăпăр та… Автономлă учреждени пулнă май хаçат редакцийĕн мĕн пур тăкакăн 70 процентне яхăн хăйĕн ĕçлесе илмелле.

Пĕтĕмлетỹ çакăнта: хаçата кăларас, унăн ĕмĕрне тăсас тата вулакан патне çитерес ĕçе пысăк ушкăн хутшăнать. Хаçат ĕçченĕсем — хаçат содержанине пуянлатса пырса тата вулакан ыйтакан статьясене пичетлесе, вулакан — хаçата çырăнса, почтальон вара ăна тивĕçлĕ валеçсе…

Çулталăк вĕçленнĕ май мĕн пур тытăмра ĕçе пĕтĕмлетесси, малашлăх плансене палăртасси, пĕр тĕвĕре ĕçленĕ çынсене тав тăвасси тĕп вырăнта. Хаçат историйĕнче те тепĕр çул çырăнчĕ. Кăçалхи августăн 5-мĕшĕнче 92 çул тултарчĕ вăл. Редакци черетлĕ çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Пĕрлехи ĕçшĕн редакци коллективне, округ ертỹлĕхне, предприяти-организаци, учреждени ертỹçисене, Елчĕкри тата вырăнсенчи почта çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсене, вулакансене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Пĕрле пулсан эпир çирĕп те тĕреклĕ. Çĕнĕ çулта сывлăх та телей пултăр, ĕмĕтленнĕ ырă ĕмĕтсем çитсе пыччăр, чи кирли — тĕнчере, çĕршывра мирлĕ пурнăç хуçалантăр.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code