Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккуна хирĕç кайнă

Саккуна хирĕç кайнă

Историрен паллă, коррупципе авалхи Египет фараонĕсем те кĕрешме хăтланнă — взятка илекен чиновниксене кăна мар, вĕсен ачисене те тĕрлĕ çăмăллăхсăр хăварнă. Анчах усал çак пулăм паян та пур, тĕрлĕ майпа общество никĕсне, халăхăн мĕн пур сийне хавшатать. Кăçалхи 11 уйăхра республика прокуратурин органĕсем коррупцие хирĕç саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăрас енĕпе курăмлă ĕç пурнăçланă. Прокурорсен тĕрĕслевĕн материалĕсем тăрăх коррупципе сăлтавланнă 21 уголовлă ĕç пуçарнă. Танлаштарма, пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе те 19 уголовлă ĕç пулнă. Çавăн пекех 89 юридици тытăмне тата уйрăм çынна коррупцие хирĕç требованисене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарнă. 4 юридици тытăмне РФ КоАПĕн 19.28 статйипе штрафланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code