Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2024 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи 143-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх облаçĕнчи çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне сăвакан операторне Надежда Николаевна НОСОВĂНА «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Асăннă Указпа килĕшỹллĕн культура облаçĕнчи çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Вăрăмхăвари клуб заведующине Лариса Ивановна КАЗНАЧЕЕВĂНА «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.