Елчĕкри полици пайĕ массăллă мероприятисем вăхăтĕнче тата кулленхи пурнăçра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, террорла актсенчен асăрханас тата вĕсене сирсе ярас тĕллевпе тивĕçлĕ ĕçлесе пырать.
— Умра — Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Çавна май уяв мероприятийĕсем ирттерме палăртнă шкулсемпе культура çурчĕсенче хурал, пропуск режимне уйрăмах вăйлатма, ют çынна регистрацилесси çине тимлĕх уйăрма ыйтатпăр, — палăртать Елчĕкри полици пайĕн начальникĕн çумĕ Ирек Фаткуллин.
Шкулсенчи телефон çыхăнăвĕсем, пушар сигнализацийĕсем, пушар пулас пулсан халăха çакăн пирки тỹрех пĕлтермелли хатĕрсем, хăрушсăрлăха сирсе яракан службăсене васкавлă чĕнсе илмелли кнопкăсем тивĕçлĕ ĕçлеççĕ-и — çакна тепĕр хут тĕрĕслеме манар мар.
Тĕрлĕ инкекрен асăрханас ĕçре кашниех тимлĕ пулар.