Чăваш Енре «Туризм индустрийĕнче — чи лайăххи» конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Вăрмар округĕнче пурăнакан Татьяна Миронова унта хутшăнса чи лайăх экскурсовод ятне тивĕçнĕ.
Çакна ăна республикăра кăсăклă экскурсисем ирттернĕшĕн панă. Чи лайăх туроператор — «Каури». Чи лайăх отельер вара Лариса Николаева пулса тăнă.