Республикăри Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал агропромышленность продукцине чикĕ леш енне 31,9 миллион долларлăх ăсатнă.
Ку палăртнă плана пурнăçланине пĕлтерет. Уйрăмах пылак апат-çимĕç, чăх ашĕ, çу кăларакан культура, çĕр улми, çăнăх, севок сухан, вика вăрри нумай ăсатнă. Январь-ноябрь уйăхĕсенче ял хуçалăх таварне 29,1 пин тонна сутнă. АПК продукцине Китай, Беларуç, Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсем, Азербайджан тата Таджикистан енче хапăл туса йышăнаççĕ. «Агропродвижение» стратегипе килĕшỹллĕн 2030 çулччен экспорт калăпăшне 1,5 хут ỹстермелле.