Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçне кура — хисепĕ

Ĕçне кура — хисепĕ

Елчĕкри «Пельменная» кафе çумĕнчи райпо тытăмне кĕрекен лавккана çын йышлă çỹрет. Уйрăмах Тỹскел ялĕнче пурăнакансем час-час кĕтнĕ çынсем кунта. Кафене апатланма килекенсем те чылай чух тавар туянмасăр каймаççĕ.

Хăтлă, таса, тулли сентреллĕ лавккара Светлана Семенова заведующипе Людмила Траншкина сутуçă пире яланхиллех ăшшăн кĕтсе илчĕç. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан хĕрарăмсем тавар туянакансемпе çепĕççĕн калаçаççĕ, тавар суйлама пулăшаççĕ, сĕнỹ-канаш параççĕ.

Хальхинче эпир кунта паллă сăлтавпа кĕтĕмĕр — райпо тытăмĕнче 1989 çултанпа тăрăшакан Людмила Траншкина кăçал 55 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак сахал мар çул хушшинче Людмила Николаевна пуян опыт пухнă. Халăх хушшинчи ырă ĕçчен çапла палăртать:

— Ĕçĕме чун-чĕререн юрататăп. Унсăрăн сутуçăра 30 çул ытла ĕçлеймĕн.

Людмила 1969 çулта Ĕнел ялĕнче çуралнă. Шкул хыççăн Шупашкарти кулинари училищинче вĕреннĕ, яла таврăнсан пĕр хушă райпо тытăмĕнче «обществăлла апатлану» уйрăмра технологра тăрăшнă. Каярах асăннă тытăмăн Елчĕкри тĕп больницăра вырнаçнă киоскĕнче кукăльсем сутнă. 2007 çултанпа вара çак лавккара тăрăшать. Пархатарлă ĕçĕшĕн сахал мар наградăна тивĕçнĕ сутуçă. Раççей Федерацийĕн Центросоюз канашĕн, Чăваш Республикин потребительсен пĕрлĕхĕсен канашĕн Хисеп хучĕсене, юбилей медалĕсене, Чăваш Республикин Потребитель кооперацийĕн ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Чи кирли уншăн — халăх ырă сăмах калани.

Ăшă чунлă Людмилăна Таяпа Энтри каччи Юрий Траншкин мăшăр пулма суйланă. Юрий Васильевич хăй те маларах чылай çул райпо тытăмĕнче трактористра вăй хунă. Килĕшỹре пурăнакан çемьере 3 хĕр çитĕннĕ. Аслисем çемьеллĕ. Хĕрĕсем амăшĕн çулне суйланă тесен те йăнăш мар. Асли — Наталия — Шупашкарта «Хлебница» лавккасен сетĕнче технологра, вăталăххи — Аня — Вăрнар округĕнчи Çĕрпел ялĕнчи «Мила» лавкка заведующийĕнче тăрăшаççĕ. Кĕçĕнни Наталия та суту-илỹ сферинче вырăн тупнă.

Людмила Николаевна пирки нумай ыррине калама пулать. Ырă мăшăр, тĕслĕхлĕ анне вăл. Пăянамăшĕпе — Анна Юрьевнăпа 34 çул килĕшỹре пурăннă, кайран ватă вырăнпа выртма пуçласан çемье 4 çул пăхнă ăна.

Траншкинсем ял çинче ырă ятлă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Л.Траншкина ĕç вырăнĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code