Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Канашлăва Леонард Васильевич Елчĕкри тĕп больницăн çĕнĕ тĕп тухтăрне Алина Васильевăна саламланинчен тата çăмăл мар ĕçре ăнăçу суннинчен пуçларĕ. Ун умĕнхи тĕп тухтăр Надежда Уркова (вăл ертỹçĕ тилхепине 14 çул чыслăн тытса пычĕ) тивĕçлĕ канăва кайнă май çак должноçа кăçал çулталăк пуçламăшĕнче Алина Геннадьевнăна шанса панă. Тухтăрăн ĕç опычĕ пысăк: 23 çулпа танлашать. Халăх ăна ырă чунĕшĕн, ĕçе чунтан парăннăшăн тата пысăк çынлăхĕшĕн хисеплет.
— Эсир сиплев ĕçĕнче шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçласса, округ халăхĕн сывлăхне упрассишĕн тата медицина тытăмне аталантарассишĕн чунăра парса ĕçлессе шанса тăратăп. Тачă çыхăнура ĕçлени, çĕнĕ технологисемпе малашне те тухăçлăн усă курни, çамрăк кадрсене çул пани сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантарсах пырĕ, — палăртрĕ Л.Левый.
Çĕнĕ çул тата раштав уявĕсем вăхăтĕнче округра массăллă культурăллă тата спорт мероприятийĕсем сахал мар йĕркеленĕ. Çакă çынсене кану кунĕсене тухăçлă та усăллă ирттерме, уявсенче чун-чĕререн канма май туса панă. Тĕрлĕ акцие, ăмăртусене… тивĕçлĕ йĕркелесе ирттерес енĕпе яваплă тытăмсен ертỹçисем вĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Сăмах май, культура ĕçченĕсем, территори пайĕсен ĕçченĕсем пурĕ 7 пин ытла çынна явăçтарса 188 тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççейри «Спортпа сывлăх декади» акципе килĕшỹллĕн 15 спорт мероприятийĕ ирттернĕ, унта 600 ытла çын хутшăннă. Чи кирли — мĕн пур мероприяти çỹллĕ шайра тата пăтăрмахсемсĕр иртнĕ. Кану кунĕсенче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕлекенсен çемйисем уйрăмах пысăк тимлĕхре пулнă. Вĕсене уявсене, чуна уçса калаçмалли тĕл пулусене йыхравланипе пĕрлех территори пайĕсен работникĕсем, культура тата социаллă ĕçченсем çемйисене çитсе те саламланă. Сусăрсем, йывăртарах пурăнакан, социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесем те тимлĕхсĕр юлман. Çĕнĕ çул умĕн СВОна хутшăнакансен ачисем валли йĕркеленĕ «Ĕмĕт елки» акци уйрăмах асра юлнă — ертỹçĕсемпе депутатсем вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçласа парнесем панă. Раштав уявĕ ячĕпе округра пурăнакансем валли Раççейĕпе паллă манах, проповедник, юрăç Феофил Боголюбов хутшăннипе «Таса Раççейшĕн кĕл тăватăп» ятпа йĕркеленнĕ концерт та нумайлăха асра юлĕ.
Уявсен вăхăтĕнче ялсенчи çуртсене, предприяти-организацисене илем тата асамлăх кĕртес тĕллевпе округ администрацийĕ çулсеренех конкурс йĕркелет. Ку тупăшăва кăçал та хастар хутшăннисене округ пуçлăхĕ пысăк тав сăмахĕ каларĕ, мала тухнисене чысларĕ. Предприятисемпе органзацисен хушшинче 1-мĕш вырăна Кĕçĕн Таяпа ялĕн культура çурчĕ, 2-мĕш — Елчĕкри «Водолей» лавкка, 3-мĕш вырăна Патреккелĕнчи тĕп шкул йышăннă. Уйрăм хуçалăхсем хушшинче вара çаксем мала тухнă: 1-мĕш вырăнта — Петр Кириллов (Тĕмер ялĕ), 2-мĕш вырăнсенче — Михаил Андреев (Кивĕ Эйпеç) тата Алексей Трофимов (Хăвăлçырма), 3-мĕш вырăнсенче — Любовь Владимирова (Ĕнел), Наталия Муллина (Кĕçĕн Таяпа) тата Надежда Петухова (Лаш Таяпа).
Умра — Кăшарни уявĕ. Округра шыва кĕме 10 ятарлă вырăн хатĕрлеме палăртнă. Чи кирли — шыва кĕнĕ чух инкекрен сыхланса хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси. Канашлура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.
Е.ПЕТРОВА.