Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчи 4-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Патреккелти культура çурчĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл юлашки çулсенчи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăри муниципалитет округĕсенчи культура учрежденийĕсем хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.