Чăваш Республикин Пуçлăхĕ январĕн 15-мĕшĕнче республикăри 1000 çамрăка стипенди парасси çинчен хушу кăларнă.
Производствăра, вĕренỹре, спортра, культурăра, общество ĕçĕнче уйрăмах хастарлăх кăтартакансен йышĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн яш-кĕрĕмĕ те пур. Ытти çулхисенчен те нумаййăн: 36-н! Вĕсем: Марина Вастулова — округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен советникĕ, Оксана Димитриева — «Агрофирма «Нива» ООО бухгалтерĕ, Диана Егорова — Елчĕкри «Солнышко» ача сачĕн музыка ертỹçи, Анна Медведева — округ пуçлăхĕн пресс-секретарĕ, Вячеслав Мясников — «Рассвет» ЯХПКн тĕп инженерĕ, Артем Рыжов — округ администрацийĕн граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, Анна Симакова — Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ, Наталия Филиппова — Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ, Мария Адюкова, Дарья Антонова, Сергей Баймушкин, Богдан Карамаликов, Юлия Карпова, Герман Кузьмин, Даниил Патшин, Юлиана Петрова, Юлия Петрова, Матвей Петров, Александр Плотников, Роман Фомкин, Семен Фомкин, Илья Чернов, Павел Чернов (Елчĕк шкулĕ), Тимур Амасев, Денис Долгов, Валерия Филимонова (Аслă Елчĕк), Виктория Романова, Самира Сабитова, Вероника Усанова (Лаш Таяпа), Камилла Львова, Елизавета Мурзакаева, Алена Николаева (искусство шкулĕ), Анастасия Дергунова, Олеся Шавкина (Кушкă), Татьяна Васильева (Курнавăш), Михаил Петров (Çирĕклĕ Шăхаль). Стипендиатсен йышне çавăн пекех республикăри аслă шкулсенче вĕренекен 6 ентеш те кĕнĕ.
Пултаруллă çамрăксем 2025 çулта уйăхсерен 2500 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç. Саламлатпăр!