Пирĕн ентеш — медицина наукисен кандидачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Шупашкар район больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов хăйĕн тĕп ĕçĕнчен пăрăнмасăр умлă-хыçлă икĕ тапхăр Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса Шупашкар округĕнчи суйлавçăсен шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларать. Депутат мандачĕпе усă курса вăл тăван Елчĕк округĕн аталанăвĕнче те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнакан тĕрлĕрен проект-программăсене, тĕслĕхрен, хăй вĕреннĕ Çĕнĕ Пăвари шкулти пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессинчи, икĕ тапхăрпа пурнăçлама йышăннă Елчĕк-Курнавăш çул-йĕр строительствинчи ĕçсене вăя кĕртме хутшăнассинчен те айккинче тăманнине пĕлетпĕр. Ыйтусене парламент ларăвĕсенче сỹтсе явнă чухне хамăр тăрăхран суйланнă депутатпа- Юрий Поповпа ялан пĕр çыхăнура пулни те ăна округра пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăвакан пархатарлă ĕçсене хутшăнма хавхалантарать.

Хастарлă та хыт утăмлă çак çын тивлетне пула Шупашкар округĕнче пурнăçа кĕрекен капашсăр пысăк ĕçсене тăтăшах сăнаса-асăрхаса тăнăран, вĕсем пирки каласа кăтартма ĕлкĕрсе пыма çук пекех туйăнать. Владимир Викторовăн кулленхи тĕп тата депутат тивĕçĕпе çыхăннă пĕтĕм халăх куçĕ умĕнчи, ял медицининчи çĕнĕлĕхсене алла илессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем çинчен округ хаçатĕнче çулталăк каялла та каласа кăтартнăччĕ. Владимир Николаевич ун чухне 2024 çулхи тĕллевсем çинче те пайăррăн чарăнса тăнăччĕ. Мĕн шухăшлани, ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ-и?
— Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Иртнĕ çул «Сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Тренкасси ялĕнче çĕнĕ тухтăр амбулаторийĕ хута кайрĕ. Палăртнă иккĕмĕш ĕç — Янăшри тухтăр амбулаторине тĕпрен юсаса çĕнетесси пулчĕ. Ишлейри больницăри стационар çуртне икĕ тапхăрпа юсасси те пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçсен шутĕнче. Кăçал кунти ĕçсем малалла тăсăлаççĕ.
Унсăр пуçне, округ больницин территорийĕнче сотрудниксемпе стационарти пациентсем валли автомашинăсене лартма парковка йĕркелерĕмĕр. Медицина ĕçченĕсене сума суса лартнă Лука Крымский ячĕллĕ часавай пирки те аса илмесĕр иртме пултараймастăп. Мĕншĕн тесен больницăра выртса сипленекен чирлĕ çынсемпе вĕсен тăванĕсене унта кĕрсе тухнине час-часах куратăп та, хамăн чун-чĕрем те лăпкăлăхпа, канлĕхпе тулнине сисетĕп. Çынсемшĕн ырă ĕçсем тума хама шăпа пỹрнипе савăнатăп, — терĕ вăл.
Шупашкар район больницинче темиçе çултанпах ĕнтĕ кадр ыйтăвĕ те çивĕч тăмасть. Владимир Николаевич палăртнă тăрăх, 2012 çултанпа — «Земство тухтăрĕ» программа вăя кĕнĕренпе Шупашкар округĕнче пурĕ -109, 2024 çулта анчах 22 тухтăр специалиста ĕçпе тивĕçтернĕ. 2018 çултан пуçласа ĕçлекен «Земство фельдшерĕ» программăн усси те куç умĕнче — иртнĕ çул 54 специалиста ĕçе явăçтарнă.
Хальхи вăхăтра больницăра офтальмолог, отоларинголог тухтăрсем те — икшер, малтан вара асăннă специалистсен тĕлĕшпе йывăрлăх пулнине пытармарĕ тĕп тухтăр. Больница администрацийĕ тĕллевлĕ направленипе медицина факультетĕнче, медколледжра ăс пухакансене, аспирантурăра вĕренсе пĕлĕвĕсене малалла туптакансене хавхалантарас тĕллевпе ятарлă стипенди уйăрма пултарни те, паллах, кадрсен тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва чылай çăмăллатма пулăшать. Хальхи вăхăтра та тĕллевлĕ направленипе 42 çамрăк ятарлă медицина пĕлĕвĕ илет.
Пирĕн ентеш ертсе пыракан Шупашкар район больници хальхи вăхăтра ялти нумай профильлĕ чи пысăк сыватупа профилактика учрежденийĕ пулса тăрать. Çак пысăк тытăма Кỹкеçри, Ишлейри 2-мĕш номерлĕ больницăсем тата Тутаркассинчи участок больници пĕрлештерсе тăраççĕ. Унсăр пуçне, фельдшерпа акушер пункчĕсем — 48, тухтăр амбулаторийĕсем — 8. Асăннă механизмсене пурне те тухăçлă ĕçлеттереççĕ.
Шупашкар округне пурĕ 172 ял кĕрет. 100 çынран сахалрах пурăнакан 67 ялти çынсене те тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине — куçса çỹрекен ФАПсемпе усă курассине çирĕп йĕркене кĕртнĕ.
Сывлăх сыхлавĕн ĕçне цифровизацилени те çĕнĕ майсене уçма пулăшать. Ку чухне тухтăрсем хăйсен ĕçне ансатрах мелпе йĕркелеме пулăшакан хальхи йышши инструментсемпе усă курма, пациентсем специалист патне маларах онлайн мелĕпе çырăнса хăйсене меллĕ кирек хăш вăхăтра пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Телемедицина пулăшăвĕпе анлăн усă курни пĕлтерĕшлĕ. Пациентсем видеоконференци урлă килĕсенчен тухмасăрах тухтăртан консультаци илеççĕ. Çак тĕллевпе ФАПсене пурне те автоматизациленĕ ĕç вырăнĕсемпе (персоналлă компьютерсемпе тата нумай функциллĕ хатĕрсемпе) тивĕçтернĕ. Ку чухне фельдшерсем пациент пирки пухнă пĕтĕм информацие çак тытăма кĕртеççĕ, вăхăта вăраха тăсмасăр округри медицина учрежденийĕпе çыхăнса тивĕçлĕ йышăну тума пултараççĕ. Унсăр пуçне, тухтăрсем телемедицина технологийĕсене пĕр-пĕринпе хутшăнса канашлама — консультаци илме анлăн усă кураççĕ.
Хастар та мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ тĕп тата депутат ĕçĕпе çыхăннă, 2025 çулта ĕçе кĕртмелли тĕллевĕсене те малтанах уçăмлă палăртса хунă. Маларах аса илнĕ Ишлейри больницăри стационар çуртне тĕплĕн юсассине малалла йĕркелесе пынипе пĕр вăхăтрах Ишекри, Кỹкеçри тухтăр амбулаторийĕсенче, Тутаркассинчи участок больницинче, Салапайкассинчи ФАПра тĕплĕ юсав ĕçĕсене тăвасси, Атайкассипе Çатра Лапсарта çĕнĕ ФАПсем тăвасси пирки чарăнса тăчĕ вăл.
Шупашкар округĕнче халăх пуçарăвĕпе вăя кĕрекен программăсене пурнăçлассипе те тухăçлă ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул 171 проект ĕçе кĕнĕ, кăçал валли 134 проект палăртнă. Хальхи вăхăтра çынсене ытларах шывпа тивĕçтерес, канализаци тытăмне çĕнетес, пĕве-кỹлĕсене тасатас, çул-йĕр, çынсем çуран утакан вырăнсене тротуарсем сарас, часавайсем тăвас ыйтусем шухăшлаттараççĕ.
— Йышăнăва пыракансенчен нумайăшĕ ялсене хăтлăх, тирпей-илем кĕртессине медицина ыйтăвĕсенчен те мала хунине асăрхатăп. Депутат пулнă май вăйра тăракан патшалăхăн тĕллевлĕ программипе усă курса ял çыннисен пурнăçне, ĕçрен пушă вăхăтри канăвне тата лайăхрах йĕркелессипе çыхăннă мероприятисене кирлĕ шайра пурнăçлас ĕçре, паллах, çынсен шухăшĕсене малти вырăна хума кирлине ăнланатăп. Тĕп тухтăр, депутат тивĕçĕсене пурнăçланă чухне ахальтен мар «Халăх сăмахĕ яланах тĕрĕс», — текен халăх каларăшне асра тытма тăрăшатăп, — терĕ Владимир Николаевич.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн пулăшуçи Михаил Семенов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкар район больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Викторов тата Шупашкар округ администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов патне Çĕнĕ çул умĕн янă официаллă телегаммăра та В.Викторовăн халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçлакан пархатарлă ĕçĕсене уйрăммăн палăртса çырнă. Çырури çак йĕркесем: «Мана районта сахал мар çул патшалăх, муниципаллă тата хуçалăх ĕçĕсемпе çыхăннă яваплă должноçсенче ĕçлеме тỹр килнĕ. Анчах çакăн пек пултаруллă организатора — Владимир Николаевич Викторов пек хастарлăхпа ĕçе кỹлĕннĕ çынна урăх курман», — тени тата иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн — Олег Николаевăн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн ăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне парса чыслани те пирĕн ентешĕн ĕçне республика шайĕнче тивĕçлипе хакланине тепĕр хутчен çирĕплетсе парать.
Владимир Викторов хăй çуралса ỹснĕ тăван округра пурăнакансене чун-чĕререн хисепленине палăртса черетлĕ çĕнĕ çулталăкра пурне те килĕшỹпе çураçулăх, çирĕп сывлăхлă пулма, тата хальхи вăхăтра чи кирли — мирлĕ тỹпе суннине пĕлтерчĕ. Хăй калашле — «Çапла пултăр!»
Светлана АНАТОЛЬЕВА.