Четверг, 15 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хушма пулăшу вăя кĕнĕ

Хушма пулăшу вăя кĕнĕ

Аграрисем валли 2025 çулта мĕнле çăмăллăхсем йышăннине ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов социаллă сетьри тỹрĕ эфирта уçăмлатнă.

Хальхи вăхăтра та аграрисем усă куракан пулăшу тĕсĕсем сахал мар. 2025 çултан 14 çĕнĕ пулăшу вăя кĕчĕ. Бюджетра çак тĕллевпе 4,55 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă.

Çĕнĕлĕхсенчен пĕри — «Агромотиватор» грант — федераци пулăшăвĕ. Ялта бизнес уçас текен ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсемпе боецĕсем валли 5 миллион тенкĕлĕх грант пăхса хăварнă. Çавăн пекех Чăваш Енре «Кадры в АПК» проект та ĕçлесе каймалла. Унпа усă куракансен Аграри университетĕнче тĕллевлĕ вĕреннĕшĕн, пурăннăшăн тăкаксене саплаштарма май пулĕ. Агропромышленность комплексне специалистсене явăçтарма субсиди те пăхса хăварнă. Тĕслĕхрен, агротехнологи класĕсенче пĕлỹ паракансем валли, классене вĕрентỹ хатĕрĕсем туянма, специалистсем валли çурт-йĕр çĕклеме.

Пĕлсе тăма

«Агростартапа» илме иртнĕ çул 88 заявка панă, 41 хресчен (фермер) хуçалăхĕ пулăшупа усă курнă. Укçа-тенкĕ калăпăшĕ — 176,4 миллион тенкĕ. 2023 çулта пулăшу виçи 3-4 миллион тенкĕ пулнă пулсан, 2024 çултан пуçласа çĕр ĕçченĕсем 5 миллион тенкĕ таран илме пултарнă.

Республикăри виçĕ çемье ферми 45 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ. Мăйракаллă шултăра ĕне выльăх ĕрчетекенсене — 15 миллион тенкĕ, ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене аталантаракансене — 7 миллион тенкĕ параççĕ. Ял хуçалăх таварне ĕçлесе хатĕрлекен кооперативсем валли 40 миллион тенкĕ уйăрнă.

Хăмла туса илессипе ĕçлес текенсем валли «Чувашский хмель» гранта пурнăçа кĕртме палăртнă. Ятарлă конкурс витĕр тухнисем 1 гектаршăн 4,5 миллион тенкĕлĕх грант илме пултарĕç. Программăпа килĕшỹллĕн ятарлă техника, минераллă удобренипе ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли препаратсем туянма пулать. Çĕр пахалăхне ỹстернĕшĕн, биопрепаратсемпе биоудобренисем тата сидератсем туяннăшăн патшалăх тăкаксен 80 процентне саплаштарать.

Çавăн пекех халĕ ĕçлекен программăсенче те улшăнусем пулĕç. АПК объекчĕсене — теплица комплексне, кайăк-кĕшĕк тытмалли лаптăка, хатĕр апатлану фабрикине — çĕнĕрен çĕклесе лартнин е çĕнетнин тăкакĕсене 30 процент тавăрма пулĕ. Тăпрана извеçленĕшĕн, çавăн пекех техникăна модернизациленĕшĕн те компенсаци пулать. Федераци шайĕнчи çăмăллăх та чылай.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code