Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерĕве çирĕп шанать

Çĕнтерĕве çирĕп шанать

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Сергей Андреев ултă пĕр тăванран чи кĕçĕнни. Аслисем пурте çĕршывăн тĕрлĕ ял-хулине саланса пĕтнĕ, вăл 83 çулхи амăшĕпе кăна килте.

Тĕрĕссипе, халĕ Апполинария Федоровна ывăлне отпуска килсен çеç курать. Сергей иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнчен контракт йĕркипе ятарлă çар операцине хутшăнать.

— Хăв ирĕкỹпе кайма шутларăн-и? — пулчĕ пĕрремĕш ыйту.

— Хам ирĕкпе пулмасăр. Унта-кунта ĕçлеме çỹресе ывăнтарчĕ, — хуравлать салтак. — СВОна каяс шухăш маларах та пулнă-ха ман.

С.Андреев ялти шкулта 8 класс пĕтерсен колхозра тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. Ят тухсан çар службин маршручĕ ăна Çурçĕр Кавказри çар округне илсе çитерет. Шăпах Чечен вăрçин иккĕмĕш тапхăрĕ пынă вăхăтра. Вĕсен подразделенин тĕп тĕллевĕ ракетăсене сыхласси пулнă. Хăш-пĕр чухне çар колоннисене палăртнă вырăна илсе çитерме пулăшнă.

Салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн каччă Александр тетĕшĕ патĕнче — Тюменьти «Надежда» сахал яваплă обществăра вăй хурать. Унтан — Чулхулари стройкăсенче…

Февралĕн 2-мĕшĕнче пулас хỹтĕлевçĕсен пĕр ушкăнне Шупашкартан Екатеринбурга илсе кайнă. Пиллĕкмĕш куннех вара Донбасри Северодонецк хулине. Халĕ мотострелоксен полкĕ Кременной хули çывăхĕнче.

Рядовой штурмовикран кулленхи кун йĕркипе паллаштарма ыйтрăм.

— Куллен 25-30 çухрăмран кая мар чупатăн, утатăн, — тет вăл. — Задание виçшерĕн каятпăр. Пирĕн хыççăн, 300-400 метртан, тата виççĕн. Вăт, çапла пуçтарăнса çитсен «ĕçе» пуçăнатпăр: 5-10 минут е талăкĕпе çапăçасси те пулать. Хăш чухне нацистсем çапăçăва кĕмеççĕ пирĕнпе — тараççĕ.

Калаçура хăйне уçă тата ирĕклĕ тытмарĕ те, ку вăл, тен, контузи пулнипе çыхăннă-тăр. Икĕ хутчен аманнине те редакцие пĕрле килнĕ тетĕшĕнчен кăна пĕлтĕмĕр.

Пĕр çапăçура салтака ураран амантаççĕ. Ыттисен чарăнма юрамасть — малалла каймалла. Юн çухатасран суран çывăхне хăех пĕвенпе çыхать, ыратнине ирттерекен нифопанпа укол тăвать. Хамăрăннисемпе раципе çыхăнса, дрон кăтартăвĕпе чиперех çитет вырăна. Унтан Северодонецкри госпитале ăсатаççĕ ăна. Пилĕк кунтан — каялла. Сывату тапхăрĕн пĕтĕм процесĕ витĕр кăларман, çавăнпа çапăçусенчи тăхтавсенче сиплевпе хăех аппаланать. «Кама шанмалла? Медиксем хамăрах эпир унта».

«Серый» (унăн позывнойĕ) çапăçу хирĕсенчен хăй те аманнисене темиçе хутчен те илсе тухнă, пирвайхи пулăшу панă.

Сергей шкул çулĕсенче радиотехника кружокне çỹренĕ. Кăсăклану çулсем иртнĕ май та сỹнмен. Радиотехника таврашĕ ĕçлемест-и е пĕр-пĕр автомашина чăхăмлать — чăваш ачин пулăшăвĕсĕр ниепле те май çук. Çакă унти пушă самантсенчи чун канăçлăхĕ унăн.

Çĕршыв хỹтĕлевçисемпе сăмахланă чухне кашнинчех пурнăç условийĕсемпе интересленесси йăлара. Сергей Алексеевичран «мунча çук» тенине илтсен питĕ тĕлĕнтĕм, мĕншĕн тесен халĕччен пĕр салтак е офицер та кунашкал хурав паманччĕ.

Йĕпе салфеткăпа сăтăрăнаççĕ иккен.

— Аялти кĕпе-йĕме вара мĕнпе çăватăр? — тĕпчетĕп малалла.

— Пăрахатпăр… «Одноразовăй» вĕсем.

— Сухална мĕнпе хыратăн?

— Çỹç илекен машинкăпа тикĕслетĕп.

Тăхăнмаллисене вĕсем лавккасенче туянаççĕ. Апат-çимĕçне те. Тушенка йăлăхтарсан. Хăш-пĕр чухне мĕн кирлине гуманитари пулăшăвĕпе килекенсем парса хăвараççĕ.

…Отпуск вĕçленсен Сергей хăй тăракан çар чаçне часах каймассине пĕлтерчĕ. Пĕр çапăçура тăшман снарячĕ унăн йĕтес шăммине кăларса сирпĕтнĕ, çавна май Шупашкарти госпитальте операци витĕр тухма тивнĕ. Виçĕ уйăх халь çавна май ялтах-ха…

Çапăçусенче шав малаллах кайнăран çĕнтерỹ пирĕн енче пуласса çирĕп шанать 48 çулхи салтак. Кашниех кĕтекен çак ĕмĕте пурнăçлама ăна тата пĕтĕм хỹтĕлевçе Турă хỹтлĕх патăр.

Николай МАЛЫШКИН.
Çирĕклĕ Шăхаль.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code