«Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх» наци проекчĕн пулăшăвĕпе 5 çулта 296 фермер усă курнă. Çакăн пирки Сергей Артамонов вице-премьер пĕлтернĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерствин ертỹçи палăртнă тăрăх, вĕсем валли бюджетран 2 миллиард тенкĕ тăкакланă. Ял хуçалăх кооперативĕсене аталантарма 12 грант панă, çамрăк фермерсене — 21, çемье фермисем валли — 49 грант. «Агростартап» тата «Перспектива» проектсемпе килĕшỹллĕн предприятисем 214 грант илнĕ.
Грант илессин тытăмне 2025-2030 çулсенче те упраса хăвараççĕ. Малашне ку енĕпе «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» тата «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕсем ĕçлĕç.

