Вторник, 8 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕ те сыхлăхлă пулар

Тимлĕ те сыхлăхлă пулар

Кирек хăш тапхăрта та этемлĕхе тĕрлĕ хăрушлăх пусарса тăнă. Пысăк хăрушлăх шутне терроризма кĕртмелле. Пурнăç пĕр тикĕс аталанса пынă вăхăтра сасартăк унта та кунта та теракт вут-çулăмĕ хыпса илет. 2001 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Нью-Йоркра, 2002 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускаври НордОстра, 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Бесланра, 2005 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Нальчикре, 2011 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускаври аэропортра, 2011 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Минскри метрора, 2011 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Волгоградра, пĕлтĕр пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускав облаçĕнче… çĕр-çĕр çын террористсенчен шар курчĕ. Усал ĕç тума услам хăвалать. Укçа-тенкĕ серепине кĕрсе ỹкнисем пĕтĕм тĕнчене парăнтарасшăн, хăйсемпе килĕшменнисене, вĕсене итлеменнисене, пăхăнманнисене хăратса алла илесшĕн, тĕп тăвасшăн. Юлашки вăхăтра лару-тăру уйрăмах çăмăл мар, пурнăç сыхлăхлă та тимлĕ пулма хистет.

Округри уйрăм çынсемпе предприяти-организацисем, предпринимательсем хăйсем çинче шутланса тăракан е усă куракан объектсене терроризмран хỹтĕлессишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Çавна май пурин те объектсене терроризмран хỹтĕлессипе çыхăннă требованисене çирĕп пăхăнмалла.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code