Понедельник, 17 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости района > «Унăн ячĕпе мăнаçланмалла»

«Унăн ячĕпе мăнаçланмалла»

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта черетлĕ Герой парттине уçрĕç.
Акт залне пуçтарăннă кадетсем «От героев былых времен» юрă çемĕпе йĕркеленсе тăчĕç. Вĕсене хирĕç экран çинчен çап-çамрăк лейтенант тинкерет, пурнăç çулĕ çине ярайса пуснăскер. Вĕренекенсенчен кăшт çеç аслăрах Степан Демьянов ялан çапла çамрăк пулĕ.
Кирек хăш çар çыннин шăпи присягăпа, чыспа çыхăннă. Çĕршыва хỹтĕлессинче вĕсем хăйсен пурнăç тĕллевне кураççĕ, тепĕр чухне вилĕмсĕрлĕхе куçса ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче юлаççĕ. Степан Демьянов та.

— Степанăн пурнăçĕ кĕске пулчĕ пулин те, вăл хăй хыççăн ырă ят хăварчĕ, — округ пуçлăхĕ Леонард Левый калани те çỹлерех палăртнине çирĕплетет. — Чи таса, сăваплă профессие суйласа илнĕскер çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн паттăрла пуç хучĕ. Унăн ячĕпе мăнаçланмалла, кашни ача ун пек паттăр пулма тăрăшмалла. Ашшĕ-амăшне, чăн-чăн паттăр çитĕнтернĕшĕн, тав тăватăп.
Çамрăк хỹтĕлевçĕн вĕренỹри, спортри, обществăлла ĕçсенчи, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи паха енĕсене шкул директорĕ Лариса Васильева, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генштабĕн Тĕп шутлав центрĕн начальникĕн çумĕ Артем Белобородов полковник, паттăрăн ашшĕ Виктор Демьянов тата ыттисем те палăртрĕç.
Герой партти — чи пултаруллă вĕренекенсем валли. Чи малтан ун хушшинче ларма Степанăн йăмăкĕ — Вероника Демьянова тата Илья Усанов тивĕçрĕç.
Хурлăхпа, çав вăхăтрах мăнаçланупа тулнă патриотла акци вĕçĕнче искусство шкулĕн преподавателĕ Валерий Архипов «Знаешь, так хочется жить» юрăпа зала пушшех шăплăха путарчĕ. Степан та, кашнинче тăшмана хирĕç тăнă чухне, тен, çак сăмахсене ăс-тăн витĕр кăларнă. Анчах вилĕмрен хăрамасăр çĕршыв хỹтĕлевçин тивĕçне чыслăн пурнăçланă…
Степан Викторович ДЕМЬЯНОВ (26.01.2003-28.09.2024) Елчĕк ялĕнче çуралнă. Вырăнти вăтам шкултан, 2023 çулта Мускаври пĕтĕмĕшле çар командин аслă училищинчен вĕренсе тухнă. Шкул тапхăрĕнче «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенче хастарлăх кăтартнăшăн Раççей ДОСААФĕн «Отличный стрелок» паллине, виçĕ хутчен Çĕнтерỹ парадне хутшăннă май РФ Оборона министерствин ятарлă медальне тивĕçнĕ. Çарпа приклад спорчĕ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ.
Çамрăк офицер çар службине Хабаровск крайĕнчи Бикин хулинчи 46103-мĕш чаçре малалла тăснă. 2024 çулхи август уйăхĕнче ятарлă çар операцине хутшăннă. Снайпер ротин 1-мĕш снайпер взвочĕн командирĕ сентябрĕн 28-мĕшĕнче Угледар направленийĕнчи пĕр çапăçура паттăрла пуç хунă.
Степан Демьянов лейтенанта «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальпе, вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code