Чăхăн 250 грамм тачка какайĕ, 2 çĕрулми, 3 çăмарта, 1 кишĕр, маринадланă 2 хăяр, маринадланă 250 грамм кăмпа, 200 грамм хытă сыр, майонез кирлĕ.
Çăмартана, çĕрулмине шывра пĕçермелле. Салата сийпе вырнаçтармалла. Малтан çĕрулми хумалла, кăшт майонез сĕрмелле. 2-мĕш сий — чăхăн вĕтĕ туранă какайĕ, унтан улăм пĕрчи евĕр туранă çăмарта хумалла. 4-мĕш сий — шултра теркăпа хырнă хăяр. Кун хыççăн кăмпа хумалла. Çиелтен теркăпа хырнă сыр сапмалла. Кашни сие кăшт майонез сĕрмелле. Салата сĕтел çине лартиччен холодильнике 2-3 сехетлĕхе лартмалла.

