Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туризм проектне пурнăçлама

Туризм проектне пурнăçлама

Шупашкарта ашшĕ-амăшĕн пуçарăвĕсен фестивалĕ иртнĕ. Унта вĕрентỹ учрежденийĕсенче пурнăçа кĕртнĕ проектсемпе паллаштарнă.

Мероприятие республикăри ашшĕ-амăшĕн комитечĕсем хутшăннă. Ун программи анлă пулнă: ăсталăх сехечĕсем, çавра сĕтелсем, лекцисем, тавлашу лапамĕсем ĕçленĕ. Вĕсенче вĕрентỹри çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартнă, воспитанипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри конкурсра мала тухнă проектсен презентацийĕсем иртнĕ. Акă тĕп хулари 3-мĕш лицей «Туризм: образование для ума и сердца» проекта пурнăçлама 1 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ.

Сăмах май, 2024 çулта çĕршывра Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн комитетне туса хунă. Çакнашкал тытăма Чăваш Енре те йĕркеленĕ. Ун йышне 35 çын кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code