Паянхи пурнăçри хĕрарăм иртнĕ ырă вăхăтри лайăх мăшăр, лайăх анне, лайăх кил хуçи хĕрарăмĕ анчах мар, вăл — çемье малашлăхĕшĕн арçынран кая мар тăрăшса укçа-тенкĕ тăвакан та. Пуçаруллă хĕрарăмсем пĕр-пĕрне курса тĕрлĕрен проектсене ĕçе кĕртеççĕ.
Иртнĕ çул Чăваш Республикин «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организаци пуçарăвĕпе яллă вырăнсенче хăйсен ĕçне ăнăçлă йĕркелесе янă, çапла майпа республикăри экономика аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывакан хĕрарăм-предпринимательсем хушшинче «Хĕрарăм — ял управçи» ятпа йĕркеленĕ проекта хутшăнса палăрнă списокри 100 çынран 5-шĕ — пирĕн, Елчĕк муниципалитет округĕнчи хĕрарăмсем. Кĕскен пулин те, вĕсем пирки каласа кăтартма тĕллев тытрăмăр.
Кафе тата лавкка ĕçлеттерет
Надежда Такмакова уйрăм предпринимателĕн обществăлла апатлану бизнесĕнчи ăсталăхĕ пысăк ĕнтĕ: çак ĕçре тимлеме тытăннăранпа кĕçех 8 çул çитет. «Була» кафене арендăна илсе округра пурăнакансемпе Елчĕке хăнана килекенсене тутлă ĕçме-çиме — хăйне евĕрлĕ блюдăсем хатĕрлеме пĕлнипе вăл малтанах пурне те тĕлĕнтерчĕ.

Кафе ĕçлеттернипе анчах çырлахмарĕ Надежда Николаевна, хăй çуралса ỹснĕ тăван ялта — Шуршура куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавкка уçма та мехел çитерчĕ. Çук, ăна çĕнĕрен хăпартса лартман. Яла пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă малтан райпо лавкки пулнă, ун хыççăн урăх хуçа аллине куçнăскере хăйсене килĕшмелле тата халăх кăмăлне тивĕçтермелле юсаса çĕнетрĕç. Унтанпа та икĕ çул иртрĕ. Округ центрĕнчен чи аякри ялсенчен пĕринче -Шуршура пурăнакансем хăйсем валли çывăхрах куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен лавкка уçса панăшăн Надежда Такмаковăна кашни тĕл пулмассерен тав сăмахĕ калаççĕ.
Унччен Елчĕкре обществăлла апатлану никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Ылтăн пучах» кафе, темиçе çул хупă тăнă хыççăн (çав çулсенче вăл ресторан шутланнă) Надежда Такмакова тивлетне пула иртнĕ çулхи ноябрьте хăйĕн алăкĕсене тепĕр хутчен яриех уçрĕ. Çĕнĕрен уçăлнă кафере те меню пуян та тулли, апачĕ вара калама çук тутлă. Нумайăшĕ Кавказ кухнинчи блюдăсене — Бос-Баш, харчо, лагман… кăмăллать. Вĕсем «Ылтăн пучахри» фирма апачĕсем шутланаççĕ.
Кафе пĕр харăс вун-вун çынна апатланма йышăнма пултарать. Унта ушкăнпа апатланмалли вырăн анчах мар, банкет залĕ те пур.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи
Курнавăшри Елена Цветкова фермер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, техника культурисене тата вĕсен вăрлăхĕсене туса илессипе тăрăшать. 2015 çулта йĕркелесе янă хресчен (фермер) хуçалăхĕн тĕслĕхлĕ ĕçне округра анчах мар, республика шайĕнче те тăтăшах палăртаççă.Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене те пĕрре кăна мар тивĕçнĕ ертỹçĕ.

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр кашни çул тухăçлă тыр-пул (1 гектар пуçне шутласан, 50-60 центнер!) алла илме пултарнине кура экономика кăтартăвĕсем те сулмаклă. Мĕн тунипе анчах çырлахса лармасть, паллах, мал ĕмĕтлĕ фермер. Кунта çĕнĕ технологисене анлă çул панă, хуçалăх çирĕпленсе тата тĕрекленсе пынине кура çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелли майсем уçăлаççĕ.
Елена Витальевна хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçне йĕркелесе пынипе пĕр вăхăтрах обществăлла ĕçсенче те хастарлăхĕпе палăрать. Ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисене, инкеке лекнĕ мирлĕ халăха гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕçре те малтанхи вăхăтран тытăнсах Цветковсен çемйи хăйсен чун-чĕрин хистевĕпе тивĕçлĕ тỹпе хывать. Ялти, вырăнти шкулти хăтлăх кỹрессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕпе пулăшас ĕçрен те нихăçан та айккинче тăмаççĕ вĕсем.
Еленăн артист пултарулăхĕ те пысăк. «Чи лайăх солист» номинацире округ, республика шайĕсенче иртнĕ конкурссене хутшăнса пĕр хутчен анчах мар малти вырăнсене çĕнсе илнисĕр пуçне, ытти пултарулăх конкурсĕсене те, çав шутра округри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе йĕркелекен нумай-нумай мероприятие те хастар хутшăнать. Çакна çирĕплетекен дипломсемпе сертификатсем те сахал мар унăн.
Елена Витальевна мăшăрĕпе — Юрий Николаевичпа пĕрле 5 ача çитĕнтерет. Аслă хĕрĕ — Анастасия паянхи кун Муром хулинчи çар чаçĕнче тухтăр пулса ĕçлет. Маларах çар операцине хутшăннăшăн аслă лейтенант 5 патшалăх наградине илме тивĕçлĕ пулнă. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна Суворов тата Жуков медалĕсемпе те наградăланă. Евгений тата Дмитрий ывăлĕсем амăшне хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе пыма шанчăклăн пулăшса пыраççĕ. Евгений вара иртнĕ çул Чăваш патшалăх аграри университечĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă. 10-мĕш класра вĕренекен Максим ывăлĕ тен, Виктория хĕрĕ те, ашшĕпе амăшĕн пархатарлă ĕçĕпе хавхаланса хăйсен малашлăхри пурнăçне ялпа, хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе пырассипе çыхăнтарĕç, пĕлме çук…
Пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерет

Елчĕкре 22 çул каялла халăха пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен «ЭлектроНикС» салон уçăлнăранпа кунта килсе курман çын çукпа пĕрех пулĕ. Мĕншĕн тесен муниципалитет округĕнчи организацисемпе предприятисем, территори пайĕсем, шкулсемпе шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен учрежденисем, çавăн пекех уйрăм çынсем те, канцеляри таварĕсемпе тивĕçтерекен, компьютерсене юсаса çĕнĕрен ĕçлеме хатĕрлекен, картриджсене заправка, фото, видео тăвакан «ЭлектроНикС» салонпа тачă çыхăнура пулнине çирĕплетсех калама пултаратпăр. Паянхи пурнăçра вара çак пулăшу ĕçĕсемпе усă курмасăр май та килмест.
Çак ĕçĕн пуçламăшĕ çав çулсенче уйрăм предприниматель пулса регистрациленнĕ Галина Никифоровăпа тачă çыхăннă. 1989 çулта Лаш Таяпари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче вĕреннĕ, хулари ача садне воспитатель пулса ĕçлеме вырнаçнă. Ун хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ, Элекçей Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вырăс чĕлхипе литературин предмечĕсене ертсе пынă. Шкул хупăннă хыççăн та вăл çухалса кайман, пурнăçри хăйĕн вырăнне тупнă. Хăй тĕллĕн йĕркелесе янă çĕнĕ ĕç уншăн, пушшех, çирĕп шкул пекех пулса тăнă: умри йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарнă, нумай çынпа паллаштарнă. Халĕ вара ăна пурте çынсене куллен кирлĕ пулăшу ĕçĕсемпе чăрмавсăр тата кирлĕ шайра тивĕçтерме пултарнăшăн тав тăваççĕ. 2016 çулта ăна округ шайĕнче «Çулталăкри чи лайăх предприниматель» ятпа чысланă, 2018 çулта республикăри «Хĕрарăм — ертỹçĕ» конкурсра дипломант пулнă.
Галина Никифорова — хăюллă, мал ĕмĕтлĕ хĕрарăм, ытти обществăлла ĕçсенче хастарлăхĕпе палăрать, вăл — округри хĕрарăмсен канашĕн пайташĕ те.
Снежана тутлă торт хатĕрлет

Снежана Кузнецова та юратнă ĕçĕпе хавхаланнă. Вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен пулса регистрациленнĕ хыççăн килти кондитер кулинарийĕн тĕлĕшпе халăха пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме тытăннă. Урăхла каласан, вăл округра пурăнакансене чĕлхене çăтса ямалла тутлă та сĕтеклĕ тортсемпе тата килте пĕçернĕ ытти пылак çимĕçсемпе тивĕçтерет.
— Лавккасенче мĕн тĕрлĕ торт, печени сутаççĕ пулин те, Снежана пĕçернипе танлашаймаççĕ, — тесе каланине темиçе çынран та илтме тỹр килнĕ.
32 çул та тултарайман çамрăка хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма мĕн хистенĕ?
— Малтан Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. 2013 çулта амăшĕ пулса тăнă хыççăн декретлă отпускри пушă вăхăтра тортсем пĕçерме тытăнтăм. 2 çула яхăн уйрăм çыннăн лавккинче товаровед пулса ĕçлерĕм, çав вăхăтрах пылак çимĕç пĕçересси те йăлана кĕчĕ. 2019 çулта кондитерсене хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă хыççăн çынсем ыйтнипе торт тата ытти пылак çимĕç пĕçерсе сутма тытăнтăм, — терĕ Снежана Геннадьевна.
Калама анчах ансат, кулинар ĕçĕ кăткăс, çакăн валли чун çирĕплĕхĕ, пысăк чăтăмлăх та кирлĕ. Саккас паракансен тетрадьне уçсан куçа тỹрех çакă курăнать: пĕр эрнере 7-8 çын ыйтăвне тивĕçтерме тивет унăн. Елчĕксем анчах мар, тавра ялсенче пурăнакансем те пылак çимĕçсене туянас кăмăллисем йышлансах пыраççĕ. Нумайăшĕ ăна социаллă сеть урлă шыраса тупать те, хăйне мĕн кирлĕ çавна саккас тăвать. Маçтăр тортсене вырăнти таса продуктсемпе усă курса хатĕрленĕрен те пулĕ, унăн таварне туянас текенсем нумаййăн.
Çамрăк хĕрарăм хăйĕн ĕçри ăсталăхне тăтăшах ỹстерсе пырать, ятарлă курсран вĕренсе тухнă хыççăн 3-мĕш разрядри кондитер пулса тăнă.
2023 çулта «Эпĕ анне — предприниматель» конкурса, «Манăн бизнес. Манăн малашлăх» тĕл пулăва хутшăннă. Ыр кăмăллăх, гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçсене хастар хутшăнать.
Ĕне выльăх ĕрчетет

2024 çулта регионсем хушшинче йĕркеленĕ «Я — женщина» конкурсăн «Свое, чувашское, родное» номинацийĕнче дипломант пулса тăнă Кавал ялĕнче пурăнакан Людмила Теллина çирĕп те иксĕлми кăмăл-туйăмлă, ĕçчен хĕрарăм пулни ял-йыш куçĕ умĕнче. Мĕн ачаран выльăх-чĕрлĕх «чĕлхине» ăнланса çитĕннĕскер, професси суйлама вăхăт çитсен пĕр иккĕленмесĕрех Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ, ветеринари фельдшерĕн специальноçне алла илнĕ те, çак вăхăтченех пĕрре суйласа илнĕ ĕçре тăрăшать.
Малтан вăл нумай çул «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ветеринари фельдшерĕ пулса вăй хунă. ЯХПК сĕт туса илессипе ăнăçлă ĕçленине кура çак отрасльшĕн яваплă çынсем, çав шутра Людмила Теллина тав сăмахне тивĕçлĕ пулнă. 2017 çулта ăна «Чебоксарский» сĕт-çу комбиначĕн Хисеп хучĕпе чысланă. Ветеринари фельдшерĕ хальхи вăхăтра акционерсен «Прогресс» хупă обществинче вăй хурать.
Теллинсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче те йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ытлашши чĕр тавара сутса çемье енчĕкне пуянлатаççĕ.
Людмила Николаевнăн хастарлăхĕ, теветкеллĕхĕ иксĕлме пĕлмест. Вăл — пултарулăх ушкăнĕн членĕ те. Кулленхи тĕп тата килти хушма хуçалăхри ĕçĕсĕр пуçне, пушă вăхăтра Кивĕ Эйпеçри клуб çумĕнче йĕркеленнĕ «Хĕлхем» ансамбле хутшăнма та вăхăт тупать. Унсăр пуçне, алă ĕçĕ тума та ăста. Пĕр сăмахпа, пăрчăкан пек, пур çĕре те ĕлкĕрет. Унсăр пуçне, хитре хĕрарăм та вăл…
Светлана АРХИПОВА.