Иртнĕ эрнекун «Волга Опера» театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Унта хускатнă хăш-пĕр шухăшсене вулакан патне çитеретпĕр.
Олег Алексеевич хăйĕн сăмахне наци проекчĕсенчен пуçланă: «Чăваш Ен маларах вăйра пулнă наци проекчĕсене кăтартуллă вĕçлерĕ, халĕ çĕннисене кал-кал ĕçлесе шанчăклăн пурнăçлама тытăнать. 2020 çултан пуçласа 2024 çулхи тапхăрта пĕтĕм регион продукчĕ 1,8 хут ытла ỹснĕ. Республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕсем 2,1 хут ытла пысăкланнă. Бюджета кĕрекен пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕнче вĕсен тỹпи 58,8 процентран 60 процента çити ỹснĕ».
Юлашки 5 çулта сывлăх сыхлавĕн 291 объектне тунă тата комплекслă юсанă. Вĕсенчен 207 объекта — «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕпе, 84-шне — республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе çĕнетнĕ.
Вĕренỹ отраслĕнче 9 шкул тунă, 111 шкула, 58 ача садне, 3 техникума, 94 шкул спорт залне тĕпрен юсанă.
Культура сфери самаях çĕнелнĕ. Халĕ ĕçлекен 452 объектра строительствăра юсав тата çĕнĕ шайра пуянлатас ĕçсем пыраççĕ. Çав шутра «Культура» наци проекчĕ, регионăн «Культура» программи тата пуçаруллă бюджет шайĕнче 35 çĕнĕ культура çурчĕ тунă. Пирĕн округри Çирĕклĕ Шăхалĕнчи тата Яманчỹрелти культура объекчĕсене паянхи требованисене тивĕçтерỹллĕн юсани те кăмăла çĕклет.
2025 çулта регионти ял хуçалăхне аталантарма 3,3 миллиард тенкĕ ярасшăн. Субсидипе пулăшмалли майсене ытларах упраса хăварнă, вĕсем хуçалăхсен мĕн пур формине пырса тивеççĕ. Чи пысăк пулăшу енĕсенчен пĕри каллех техника çĕнетессипе пуçаракан республика программи пулĕ. Çак тĕллев валли бюджетра 568,1 миллион тенкĕ пăхса хунă.
Çырура «Пуçару бюджетне» те асăнмасăр иртмен. «Вăл çынсен хастарлăхне, чи кирли, вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнсенчи пурнăçа лайăхлатас шухăшлă пулнине кăтартать». Юлашки 5 çулта граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен 5218 проекта пурнăçланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5 млрд та 800 млн тенкĕпе танлашнă. Кăçал валли конкурс урлă пĕтĕмĕшле хакĕ 3 млрд та 300 млн тенкĕлĕх 1555 проект иртнĕ. Пирĕн округпа ĕçе кĕртмелли проект шучĕ те (100 ытла) нихçанхинчен пысăк.
Çулталăкăн тĕп пулăмĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 80 çул çитни. Раççей Президенчĕ 2025 çула Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Чăваш Енре — Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕ. Çĕршывăмăра хỹтĕлесси пирĕншĕн патриотла хавхалану кăна мар. Вăл пире шухăшпа та, ĕçпе те пĕрлешсе малалла талпăнма хистекен ăнтăлу. Хальхи вăхăтпа иртнине çыхăнтарса ирттерекен мероприятисенче тĕрлĕ вăрçă ахрăмĕпе çыхăннă кашни çын тимлĕхре пулма тивĕç…
ХАКЛАВ: Леонард Левый — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:
— Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура Чăваш Енĕн 2020-2024 çулсенчи тапхăрĕн аталанăвне пур енлĕн туллин тишкерчĕ, 2025-2030 çулсенчи тĕллевсене палăртрĕ. Чăнах та, иртнĕ çулсенче промышленность, ял хуçалăх, строительство отраслĕсенче регион ăнăçлă ĕçленĕ. Пĕтĕм власть структури, депутатсем, партисем, общественность пĕр-пĕрне ăнланса та пĕлсе ĕçлесен çитĕнỹсем малашне те пулĕç. Олег Алексеевич ятарлă çар операцине хутшăнакансене ытларах пулăшмаллине те палăртрĕ. Çамрăксене паракан грантсен виçи те ỹсĕ.
Асăннă Çыру пирĕн ĕçре программа вырăнне пулмалла.
Зинаида МИХЕЕВА — округри обществăлла канаш членĕ:
— Олег Алексеевич Çырура республика аталанăвне туллин çутатрĕ, плансем те питĕ пысăк. Мана уйрăмах Аслă Çĕнтерỹ, патриотизм темине анлăн çутатни кăмăла çĕклерĕ. 2025 çулта регионти кашни тыл ветеранне, вăрçă ачине 5-шер пин тенкĕ укçан хавхалантарĕç. Чи кирли — вĕсене тата ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене яланах тимлĕхре тытасси.
(Хамăр корр.).