Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ Владимир Тяптушкин — Мускаври Пĕчĕк театр актерĕ.

Володя, спектакльсенче вылянисĕр пуçне, кинофильмсенче те ỹкерĕнет. Кăçал экран çине тухнă «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта вăл тĕп рольсенчен пĕрне — Демьяна — вылять. Асăннă картина «Кинопоиск» онлайн кинотеатрта чи лайăх 10 кинофильм йышне кĕнĕ, рейтингра — 1-мĕш йĕркере. 28 çулхи каччă маларах «Склифосовский» сериалта, «Воздух» фильмра ỹкерĕннĕ.

