Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕр çаврăнса, салтаксем

Килĕр çаврăнса, салтаксем

Çĕрĕм-шывăм, еплерех чăтан?
Урăм-сурăм таврара тăшман:
Йĕрĕх те çĕлен, вут-аçтаха,
Авкаланчăк, çăмăлттай, юхха.

Хăйвĕçен, йĕлмевĕс ыткăнать,
«Йĕп вăрри» чăп-чăмăшăн анать.
Лĕпĕш тейĕн, лĕпĕш мар — пăван,
Каç тĕтреллĕ, вĕçĕм — сăлпăран.

Шутсăр сĕмсĕр тинĕс леш енчи,
Вăл çеç вăйлă, гегемон, чи-чи…
Йĕрĕх-ярăх — амăç, çичĕ ют,
Мĕншĕн кирлĕ çакă çулăм-вут?

Кăмăла пăсать йỹçĕк-йĕксỹ,
Темĕн сăрлатать, чунра сỹ-сỹ…
Иптĕке илесшĕн-çке шуйттан,
Алăшни, чее, усал, айван.

…Ылханатпăр сăхă-йĕтĕме,
Шăплăх, Муза кирлĕ этеме.
Сĕмсĕр, йăскăн кайтăр аякка,
Пирĕн пурнăç пултăр шав яка!

Парăр чĕм, туссем, салтаксене,
Шанăç шутсăр кирлĕ вĕсене,
Кирлĕ кунсерен алсиш-нуски,
Техĕм çимĕç-пыл — пурах усси.

Кайĕ мĕн сĕнни çитес çĕре,
Чун эмелĕ те ыйтать чĕре.
Чĕрĕлĕр асапсăр, сусăрсем,
Тĕрлĕ халăх, хаклă сăварсем.

Килтĕр çавăрса сире Турри,
Пултăрччĕ çумра ялан ырри.
Сỹнтĕр вăрçă вучĕ çĕр çинче,
Янкăр пĕлĕт тăтăр сан, тĕнче!

Любовь ФЕДОРОВА.
Энтепе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code