Пурнăç шав малалла шăвать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал майăн 9-мĕшĕнче 80 çул çитет. Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çак ятпа пире, 12 тыл ĕçченне, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залне йыхравласа юбилей медалĕпе чысларĕ. Ман çулхи ватăсенчен чылайăшĕ сывлăхĕ хавшасах тăнипе унта-кунта час-час тухса çỹреймест, çавна май вĕсене мероприятие пуçтарасси ансатах маррине лайăх ăнланатпăр.
Пĕрле пухăнса эпир çавра сĕтел хушшинче чей ĕçрĕмĕр, иртнине аса илсе калаçса ларни пире пурăнма вăй хушрĕ. Çакăн пек пысăк чыс тунăшăн эпир, ватăсен ячĕпе, округ пуçлăхне тата çак мероприятие йĕркелесе ирттерме хутшăннă кашни çынна пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Эпĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, çак ял каччипе пĕрлешсе асăннă ялтах ĕмĕре ирттеретĕп. Пурнăç çулĕ çинче тĕрлĕ саманапа та тĕл пулма тиврĕ. Иртнĕ вăрçă пире самай хавшатса хăварчĕ. Çак ырă пурнăçра нацистсемпе çыхăннă тепĕр хирĕç тăру пулать тесе эпир шухăшлама та пултарайман. Хальхи вăхăтра çамрăксем ятарлă çар операцийĕнче çĕршывăн чысĕшĕн кĕрешеççĕ.
Эпĕ 1930 çулта çут тĕнчене килнĕ. Аттепе анне Терентий Григорьевичпа Евдокия Антоновна Бариновсем пире — 6 пĕр тăвана кун çути панă. Эпĕ — иккĕмĕш ачаччĕ. Тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ аттепе анне ĕмĕрне: атте шоферччĕ, анне колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Мăшăрăма та çак ялтанах пỹрчĕ шăпа. Виссарион Васильевич Емельяновпа пĕрлешсе 3 ывăл çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Шел пулин те, Владимир пурнăçран ир уйрăлчĕ. Хам колхозра пăру пăхрăм, бригадăра ĕçлерĕм, завхоз пулса тăрăшрăм. Мăшăр каменщик, кочегар, строитель ĕçĕсене пурнăçларĕ. Ăста кăмакаçă, лайăх купăсçă пулнипе палăрса тăчĕ вăл таврара. Ĕмĕрте 2 çурт хăпартрăмăр. 2019 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ мăшăр. Хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнатăп, чăх-чĕп тытатăп, çуллахи вăхăтра пахча çимĕç лартса илетĕп. Ĕçпе хавхаланса пурăнатăп.
Юлия ЕМЕЛЬЯНОВА, тыл ĕçченĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕ.