Округри ял хуçалăх предприятийĕсенче нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен пухусем пуçланчĕç.
Кăçал 12 хуçалăхра — отчетлă, 2 хуçалăхра — Ленин ячĕллĕ тата «Комбайн» ЯХПКсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем. Пухусен ĕçне пĕтĕмлетме округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Сергей Волков тата ытти должноçсенчи яваплă специалистсем хутшăнаççĕ.