Тыл ветеранĕсене «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чыслас ĕç малалла пырать. Малтанласа ăна 12 çын тивĕçнĕ.

Çав шутра Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан 101 çулхи салтак арăмĕ Анастасия Ефимовна Скворцова та пур. Сумлă çулсене пуçтарнă çак çынна юбилей медальне парса чыс тума округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ятарласа килне пынă. Унпа пĕрле, паллах, ĕç ветеранне саламлама Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Лариса Морозова тата округри ветерансен канашĕн председателĕ Елена Петрова та хутшăннă.
Кун-çулĕ терт-нушара иртнĕ, вăрçă вăхăтĕнче арçын вырăнĕнче пулса чи йывăр ĕçсене хутшăнма тивнĕ пулин те вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă вăл. Хĕрарăм мирлĕ пурнăçра та канăçа пĕлмесĕр колхоз производствинче вăй хунă.
Мăшăрĕпе — Степан Леонтьевичпа пĕрле 4 хĕрпе 3 ывăл çуратса ỹстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Халĕ ĕнтĕ тинех ватă çынна мĕн кирлĕ? Ачисемпе пĕрле мăнукĕсене, кĕçĕн мăнукĕсене курма шăпа пỹрнипе савăнмалла анчах халĕ унăн.