Максим Квасовпа ăнсăртран, вăл куккăшĕпе редакцине пĕлтерỹ пама килсен, паллашрăмăр. 31 çулхи çамрăк Шупашкартан. Пĕрремĕш класа кайиччен Çĕнĕ Пăвари кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче çитĕннĕ. Ял ачисем хальхи вăхăтра вырăсланса пыраççĕ те, хула çынни чăвашла тап-таса калаçни тĕлĕнтерчĕ те.

Максим çар çынни тесен те йăнăш мар. Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумне 2012 çулта пĕтерсен салтак аттине тăхăннă вăл. Служба Чулхулари шалти ĕçсен çарĕнче иртнĕ. Унтах контракт çырса хĕсмете Чечен Республикинчи 386-мĕш разведбатальонра малалла тăсать. 2015-2018 çулсенче тĕрлĕ вырăнта ĕçлет, анчах çар ĕçĕсĕр темĕн çитмест пек туять хăйне: контракт йĕркипе Таджикистанри хирĕç тăрăва сирсе яма хутшăнать.
2022 çулхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче — çĕнĕ контракт. Хальхинче — Абхазире. Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Донецка ăсатнă.
Артиллерист
Максим Квасов ефрейтор маларах сапер та, радиотелефонист та пулнă. Ятарлă çар операцийĕнче — артиллерист.
— Аслă Аттелĕх вăрçинче артиллерие «вăрçă турри» тенĕ, — хỹтĕлевçе хăйне сăмах парар-ха. — СВОра та унсăр май килмест. Тупăпа ĕçленĕ май тĕрлĕ тапхăрта наводчик та, заряжающий те, командир та эпĕ. Тăшман пĕр вырăна ытлараххăн пуçтарăнсан пеме тăрăшатпăр. 12-15 çухрăма. Темиçе снаряд кăларса янă хыççăнах 50 метрти блиндажа кайса пытанатпăр. Тăшман та тĕлĕрмест, хирĕç шаплаттарать. Çавна май сахал мар тупă стройран тухнă. Пысăк кăлтăксем пулмасан хамăрах юсатпăр, ытти чухне юсав ротине паратпăр. Вĕсен ĕçне хам контрольлесе тăратăп: пĕтĕмпех йĕркеллĕ пултăр.
Хула чăвашĕ «вăрçă туррипе» Мелитополь, Мариуполь хулисене, нумай яла «тасатма» хутшăннă нацистсенчен.
Штурмовик
Умра — Авдеевка. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче (ред.: Максим датăсене питĕ лайăх астăвать) вăл ертсе пыракан тăватă çынлă ушкăна чугун çул çывăхĕнчи тăшманăн çирĕплетнĕ пунктне тĕп тума задани панă. Ирхине 4 сехетре çула тухаççĕ. Çичĕ çухрăм каймалла. Çутă тапхăрта «каннă» вĕсем, урăхла каласан, посадкăри çỹп-çап купи айĕнче тĕттĕмлĕхе кĕтсе выртнă.
Палăртнă вырăна çитсен ушкăн çапăçăва кĕрет. Анчах тăшман пуçа çĕклеме памасть — пулеметран шатăртаттарать кăна. Ахăртнех саппаслăскер пулĕ. Пирĕннисен тепĕр ушкăнĕ те килсе çитет часах. Тăшманăн «çăварне хупнă» хыççăн ушкăн малалла вирхĕнет. Анчах Максим темиçе утăм тума çеç ĕлкĕрет, чĕр куççирен аяларах осколок лекнипе тĕшĕрелсе анать. Ури ỹт çинче кăна çакăнса тăрать. Çумра пĕвен таврашĕ çук, сурана бинтпа йăваласа çыхать. Халĕ ĕнтĕ — каялла. Чĕркуçленсе. Хамăрăннисемпе раципе çыхăнсах тăнă пулсан та, усси çук: ăна темиçе дрон йĕрлесе пынă. «Пĕр çыншăн тесе снарядне шеллерĕç-ши е эпĕ хамăрăн подразделени тăракан вырăна илсе çитерессе кĕтрĕç-ши?» — çак ыйтусен хуравне паян та шырать Максим.
Тăватă кун 4 уран куçать малалла. Выртать те. Ĕçме-çиме пĕтсе çитнĕ. Пирусне ултă пачка таранах илнĕ те, вар-хырăмне çавăнпа «улталанă». Пиллĕкмĕш кунхине тул çутăличчен эвакуаци ушкăнĕ мотоциклсемпе килсе илсе тухма пултарнах. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче пулнă ку.
Вăйсăрланнă салтака çийĕнчех Светлодарти госпитале ăсатнă. Малалла — Ростов. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Мускаври сиплев учрежденийĕнче операци тунă.
Максим Сергеевича 2015 çултах «Çар ĕçĕсен ветеранĕ» ят панă, Суворов медалĕпе (19.12 2023), Паттăрлăх орденĕпе (13.08.2024) наградăланă.
…Протезпа вăл паян. Суран та, аса илỹсем те канăç памаççех пулĕ паттăра. Вăл вара чун хаваллă çирĕп çын, ỹпкелешесси çук. Мал ĕмĕтлĕ те. Мускаври «Гвардия» следж-хоккей профессионал командинче вылять. Пурте ятарлă çар операцине хутшăннисем унта. Кун сиктерсе тенĕ пек тренировкăсем ирттереççĕ. Халĕччен Чулхулари турнирта вăй виçнĕ вĕсем, пуш уйăхĕнче Ханты-Мансийска çитмелле.
М.Квасов малашне, тен, Шупашкарта çар ĕçĕн ветеранĕсен следж-хоккейне йĕркелекенсенчен пĕри пулĕ, мĕншĕн тесен вăл республикăри çар комиссариатĕнче ĕçлеме пуçлать…
Николай МАЛЫШКИН.
Çĕнĕ Пăва-Шупашкар.

