Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Аслă Елчĕк территори пайĕпе Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче пĕр кунра пулса иртнĕ çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлетекен икĕ пухăва та хутшăнма ĕлкĕрнĕ.
Валерий Падуев председательпе Марина Катюкова тĕп бухгалтер, Эдуард Волков тĕп агроном тата ытти специалистсем çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетнĕ май кăтартусем çинче чарăнса тăнă, кооператив правленийĕн ĕçне хак панă тата малашлăх тĕллевсене палăртнă.
Ял хуçалăх предприятийĕнче çĕр ĕç культурисене туса илесси çине иртнĕ çулсенчен тытăнсах уйрăм тимлĕх уйăраççĕ. Пĕр вăхăтрах çĕр пулăхне лайăхлатма пулăшакан техника культурисене ытларах лаптăкра акса çитĕнтерме тăрăшнине те отчетри цифрăсем çирĕплетсе параççĕ. Иртнĕ çул рапс лаптăкĕ 100 гектар йышăннă. Ял хуçалăх культурисене туса илнĕ çĕрте агротехника мероприятийĕсене туллин пурнăçласа пыни те тỹррĕнех ĕç кăтартăвĕсенче палăрать. Иртнĕ çул 1 гектартан 33,8 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 800 гектар çинчен пухса кĕртнĕ.
Аталану çулĕпе çирĕппĕн утăмлакан хуçалăхри ертỹлĕх, специалистсем пĕр чăмăрта пулни те нумаййи çинчен калать. Тĕп специалистсем трибуна умĕнче каланă шухăшсене пĕтĕмлетес пулсан та, кунта çак вăхăтчен çывхартнă çитĕнỹсем чикĕ пулманнине, çĕнĕлĕхсене ăса хывассипе куллен тăрăшса вăй хума кирлине лайăх ăнланнине уçăмлăнах çирĕплетсе парать. Валерий Падуев хăй те мал ĕмĕтлĕ, çĕнĕлĕхсене хăюллăн ĕçе кĕртме тăрăшакан ертỹçĕ пулнипе палăрса тăрать. Вăл ертсе пынипе çак çулсенче пурнăçланă пысăк ĕçсем пирки каласа кăтартмалли сахал мар. Тыр-пул туса илессине чи çỹллĕ шая çитерес тĕллеве асра тытса хуçалăхра кашни çул ял хуçалăх культурисен çĕнĕ вăрлăхĕсене туянаççĕ.Черетлĕ çур аки валли те кунта 30 тонна яхăн элита репродукцири вăрлăх туяннă, минераллă удобренисемпе те чылай маларах саппасланма тытăннă. Хуçалăх техникин паркĕ те кашни çул тенĕ пекех çĕнĕ йышши ял машинисемпе пуянланать. Пĕр вăхăтрах инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессипе те тимлеççĕ.
…Граждансен пухăвĕнче хускатакан ыйтусем те ял халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, пурте тенĕ пекех ялта пурăнакансен пурнăç шайне ỹстерессипе тачă çыхăннă. Çак пысăк ялта пурăнакансен кăçал пĕрлехи вăйпа ĕçе кĕртмелли тĕллевĕсем те пысăк. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый май пулнипе усă курса хуçалăх производствинче нумай çул ăнăçлă вăй хуракансемпе яла аталантарассинче пысăк тỹпе хывакансене округ администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысланă.

