Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче ирсĕр тăшмана çапса аркатассишĕн ялсенче юлнă хĕрарăмсем, ачасемпе ватăсем те çине тăрса ĕçленĕ.
«Марс» (Сăрьел), Ворошилов ячĕллĕ (Аслă Пăла Тимеш) хуçалăхсен ертỹçисем — А.Г.Гаязовпа В.В.Зайцев хăйсем ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартнă: оборона фондне укçа-тенкĕ хывнă. Аслисен ырă тĕслĕхĕ ачасене те хавхалантарман мар. Фронта валли вĕсем эмел курăкĕсем, ăшă тумтирсем, «Пионер Чувашии» танк колонни тума тимĕр-тăмăр пуçтарса панă. Хирте пучахсем пухнă. Фронтовиксен çемйисене пулăшу кỹнĕ. Кĕскен каласан, пĕр шкул ачи те ĕçсĕр ларман. Чăваш-и, тутар-и, вырăс-и — кашнине пĕр тĕллев пĕтĕçтернĕ: тăшмана çапса аркатмалла.
Халĕ çав шкул ачисем кинемейсемпе стариксем ĕнтĕ, 90 çултан каçнăскерсем. Эпир вĕсен умĕнче пуç таятпăр, ырăлăх курса пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. Хаяр çулсенче тăраниччен çăкăр çисе те, çывăрса та курман вĕт вĕсем…
Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче халĕ 30 тыл ветеранĕ пурăнать. Иртнĕ эрнере вĕсен пĕр ушкăнне — Рашидя Валишевăна, Мэдиня Салахутдиновăна (Сăрьел), Елена Богдановăна (Кивĕ Арланкасси), Елена Диомидовăна (Аслă Пăла Тимеш) савăнăçлă лару-тăрура «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова, территори пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Тихонова çавна май вĕсене лăпкăлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.
Аслă Çĕнтерỹпе çыхăннă медаль награда çеç мар, çирĕплĕх, паттăрлăх тата иртнĕ хаяр кунсен астăвăмĕн символĕ те. Ветерансемпе пурте мăнаçланма тивĕç эпир.
Зевдет САЛАХУТДИНОВ,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.