Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Штангистсем вăй виçнĕ

Штангистсем вăй виçнĕ

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса ирттернĕ йывăр атлетсен уçă турнирĕнче тăватă округ команди вăй виçнĕ.

Кил хуçисенчен ылтăн медальсене çĕнсе илнисем чылаййăн: Богдан Карсаков, Матвей Горшков, Савелий Сайкин, Герман Романов, Даниил Немцев, Александр Плотников, Денис Барткавичюс, Артемий Перцев. Вĕсем тата мала тухнă ытти штангистсем Шелтуковсен, Александр Портнов, Денис Портнов çемйисем уйăрнă хаклă парнесене тивĕçнĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕ Евгений Убасев турнирăн чи лайăх ỹсĕмлĕ атлетне Д.Барткавичюса укçан призпа хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code