Юлашки çулсенче тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра террорла актсем çине-çинех пулни, экстремистла ушкăнсем пĕр айăпсăр çынсене хур кăтартни пурне те сехĕрлентерет. Ку хăрушă инкексем пирĕн çĕршыври халăх пурнăçне те сахал мар татрĕç. Инкексем пирĕн тăрăхра пулман пулсан та, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест.
Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине Чăваш Республикин ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк округĕнчи полици пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлетпĕр. Граждансене тимлĕхе ỹстерме хистесе информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлатпăр. Çын йышлă çỹрекен вырăнсене асăрхаса тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсене тĕрĕслетпĕр. Хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене тĕрĕслесех тăрасси те йăлара.
Çав вăхăтрах халăхран та сыхлăх пирки асрах тытма ыйтас килет. Ялсене ытти хуларан, регионран е урăх çĕршывран тăванĕсем патне килекен ют çынсем регистраци тумасăрах пурăнма пултараççĕ. Пысăк сумкăсемпе ялсем тăрăх çỹрекен çынсем халăха сисчĕвлентермелле. Çиелтен пăхнипе çыннăн шалти туйăмĕсене, мĕнле шухăшлă пулнине никам та пĕлеймест. Çавăнпа та çывăхра иккĕленчĕклĕ е ют çынсем пурăннине, çỹренине тата хăйсене ыттисенчен расна тытнине асăрхасан, çакăн пирки йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтерме ыйтатпăр.
Л.ЕГОРОВА.

