Курнавăшри вăтам шкулта кунта нумай çул хушши вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Регина Валентиновна Димитриевăна халалласа пултарулăх конкурсĕ иртрĕ.

Мероприятие Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин, Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕпе тата Евгений Носов писатель-фронтовик çуралнăранпа 100 çул çитнипе çыхăнтартăмăр. Тĕрлĕ секцире округри вĕренỹ организацийĕсенчен 115 ача ĕçлерĕ. Вĕсем поэтсен, СВО тата ытти вăрçăсен паттăрĕсем çинчен хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç, Е.Носов пурнăçĕпе, творчествипе çыхăннă тĕпчев ĕçĕсене хỹтĕлерĕç. Спектакльсенче артист ăсталăхне кăтартни те кăмăла кайрĕ.
Конкурсантсем хăйсем суйласа илнĕ хайлав сыпăкĕсене тĕрĕс ăнланнине, хăйсен туйăмĕсене уçса пама, поэзилле сăмах пĕлтерĕшне кăтартма, итлекенсен чĕрисене тыткăнлама пултарни палăрчĕ.
Сăмах ăстисемпе çамрăк артистсене кашни номинацирех Хисеп хучĕсем парса чысларăмăр.
Вера ВОРОНОВА, вĕрентекен.

