Эпĕ Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренетĕп. 2025 çул маншăн халех асра юлмалли çулталăк пулса юлать, мĕншĕн тесен иккĕмĕш хут Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăтăм.

Пирĕн вĕренỹ учрежденийĕнче кашни ача хăйĕн пултарулăхне туллин аталантарма, кăтартма пултарать. Çакăн валли условисем те çителĕклĕ, педагогсем те яланах пулăшма хатĕр. Хăв кăна ан ỹркен.
Иртнĕ çулхи пуш уйăхĕнче хамăн командăпа Пĕтĕм Раççейри «Мы вместе: Разные. Сильные. Молодые» фестивалĕн регион тапхăрĕнче çĕнтертĕмĕр. Тепĕр уйăхранах финала Анапăри «Смена» лагере йыхравларĕç пире. Унта презентацисенче Чăваш Енпе, тăван шкулпа тата хамăр туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштартăмăр. Эпир малтисен йышне кĕреймерĕмĕр пулин те, хамăра кăтартни, тĕрĕслени те питĕ паха тесе шутлатăп. Ытти регионсенчи тантăшсен ĕçĕ-хĕлне курса вĕренни те аван.
Регион шайĕнче иртнĕ тепĕр мероприяти пирки те кĕскен пĕлтерес тетĕп. Пĕлтĕр эпĕ ертсе пыракан ушкăн «Медиа вĕçевĕ — 2024» конкурсра призер пулчĕ.
Предмет олимпиадисене те хутшăнма тăрăшатăп. Чăваш чĕлхи енĕпе пĕлтĕр республика шайĕнче лайăххисен йышне кĕме пултартăм. Тĕрлĕ пултарулăх тупăшăвĕсене те, спорт ăмăртăвĕсене те хаваспах хутшăнатăп. Ỹсĕмсем мана куллен хавхалантарса пыраççĕ.
Мария АДЮКОВА,
11 «к» класра
вĕренекен.

