Пятница, 25 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Гунн» — дронсен маçтăрĕ

«Гунн» — дронсен маçтăрĕ

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаканăн кашнийĕн хăйĕн хушма ячĕ.

Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕ Александр Никитинăн ахал-махаль позывной мар — «Гунн». Ăна хăй суйланă. Калаçса кайрăмăр та, чăваш халăхĕн историне аван пĕлнине кăтартса пачĕ. Авалхи йăх-несĕлĕмĕрсем Вăтаçĕр Ази тăрăхĕнчен нумай ĕмĕр таппине хыçа хăварса хальхи Атăл тăрăхне килсе вырнаçнине паттăрлăхпа танлаштарать вăл. Тепĕр тесен, нумай Ĕç Геройĕ çитĕнтернĕ Аслă Пăла тăрăхĕн ачи «гунн» пулса тăнишĕн тĕлĕнме кирлĕ те мар. Вăл та чăн-чăн паттăр: спортра та, СВОра та.

Александр Никитин — йывăр атлетика енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Нумай хутчен район тата республика чемпионĕ, Атăлçи федераци округĕн 2-мĕш призерĕ. Шкул çулĕсенче вăл Александр Портнов тренер-преподаватель ертсе пынă «Юман» спорт клубĕнче малтанхи утăмсене тунă. Кăтартусем лайăхланса пынă май Александр Павлович шанăç паракан ачана профессиллĕ тренерсен аллине парать: 8-мĕш класс хыççăн Шупашкарти йывăр атлетикăн олимп резервĕсен училищине вырнаçтарать.

Çине тăрса тăрăшмасан палăртнине пурнăçлама хĕнтерех. Никитинсен çемйинче виçĕ ачине те ырлăха ĕçре тупма вĕрентнĕ. Сашăна спортри ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме кил-хуçалăхри ĕçсемпе туслă пулни те пулăшнах ĕнтĕ. Отпуска килсен те кашнинчех çак тивĕçе хăйĕн çине илет.

Ят тухсан Саша салтак атти тăхăнать. Новосибирскра кĕçĕн командирсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнăскер, вертолетран парашютпа та сикет. Чи кирли — çар специальноçне алла илни: радиоминер вăл. Питĕ сайра тĕл пулакан çак ĕç, хăй каланă тăрăх, ăна паянхи кунччен ăнтарса пырать.

«Учебка» хыççăн кĕçĕн сержант службăна Воронеж облаçĕнчи Богучар хулинче тăснă май, взрывчаткăпа пĕлсе ĕçлекенскер темиçе хутчен те шутран кăларнă бомбăсене сирпĕтме хутшăннă. Вырăнти телевиденине вăл çакăн пирки интервью пама та тивĕçнĕ…

— Мобилизаци йĕркипе çар ретне тăрсан эпĕ разведка ротине лекрĕм, — СВОри ĕç-пуçа уçăмлатма тытăнчĕ Александр. — Дронсен тапхăрĕ пуçлансан çав енĕпе ĕçлеме куçарчĕç. Унпа усă курассинче пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăсталăха ỹстерсе пытăм. Килĕшекен ĕç вăл яланах хăй патне туртать. Мухтанса та мар, халĕ хама ку енĕпе пĕвери пулă пек туятăп.

Отделени командирĕ пилотсăр вĕçекен аппарат çинчен вĕçĕмсĕр каласа пама пултарать. Ытларах камикадзе-дронпа «специализациленнĕ». Ăна, юсанисĕр пуçне, хăех урăх приборсем вырнаçтарса вăйлатать. Пĕр эрне «ĕçлесе» пĕр эрне каннă тапхăрта пачах çĕнĕ дрон йĕркелет. Мĕнле меллĕ, тухăçлă — çавăн пек. Александр Альбертович отпуска килсен те çар тивĕçне пăрахман: Шупашкарти пĕр заводра дрон ăсталакансемпе пĕрле ĕçленĕ, консультацисем панă.

Мобилизациленнисене СВОра ытларах пĕр подразделенине пĕрлештерме тăрăшнă. Саша тăракан ротăра та Елчĕк тăрăхĕнчен тата ытти округсенчен чăвашсем нумаййăн.

— Каркалар ялĕнчи Владимир Орловпа та пĕр çĕрте, Запорожье облаçĕнчи Работино ялĕ çывăхĕнче пулнă эпир, — ентеше аса илнĕ май кăмăлĕ тăрук улшăнчĕ унăн. — Вĕсем черетлĕ задание кайрĕç, мана мунча хутма хăварчĕç… Боевиксене çавăн хыççăн тата вирлĕрех çунтарас килет. Нимĕнле шанăç та çук вĕсен, пурпĕрех çĕнтеретпĕр.

Калаçу уçлăхĕнче ытти хăш-пĕр пулăма та çиеле кăларма май килчĕ. Пĕррехинче хăйсем вырнаçнинчен чылай хыçалти территорире 4-5-ĕн асфальт çулпа пынă. Нимĕнле кĕтменлĕх сиксе тухмалла мар пек. Çав самантра 30-35 метрта тăшманăн 122 миллиметрлă артиллери снарячĕ шаплатнă. Юрать-ха, кювета лекнĕ вăл, тата хăйсем те выртса ĕлкĕрнĕ.

Новопрокоповкăра «Град» залп тытăмĕн вут-хĕмĕнчен сыхланса путвала вирхĕнсе кĕме тивнĕ…

Пурнăçа хăрушлăх кăларса тăратакан самантсем çар операцийĕ пыракан территорире кашни кун тата кашни утăмрах. Салтаксен вĕсене чылай чухне аса илес те килмест. Саша та икĕ пулăмпа çеç çырлахрĕ: «Чуна ыраттарар мар», — терĕ.

…Жуков тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсене тивĕçнĕ кĕçĕн командир черетлĕ — пиллĕкмĕш отпускра пулчĕ. Лерен, юлташĕсенчен, нумайăшĕн тăванĕсем патне ăшă сăмахсем илсе килнĕ вăл. Каялла та пушăлла каймассине пĕлтерчĕ: саламсемпе пĕрле май пур таран посылкăсем илсе каять. Отпуска килекен вĕсен чаçĕнчи кашни чăваш салтакĕ çакнашкал миссие пурнăçласси ырă йăлана кĕнĕ. Тăван йăваран килнĕ кирек мĕнле япала вара çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, вăй-хăват хушать.

Шухăш: Александр Портнов — А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ:

— Саша питĕ тăрăшуллăччĕ, çавăнпа спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне хăвăрт тултарчĕ. Ача-пăчан кăмăлĕ часах улшăнасси те пулать. Пĕринче иксĕмĕр хушăмăрта хĕрỹ калаçу пулса иртрĕ. Анчах Саша мăнкăмăлланмарĕ — тепĕр кунхинех каçару ыйтрĕ. Шкул ачи çак утăма туни çынлăхăн тĕп палли тесе шутлатăп.

Николай МАЛЫШКИН.
Аслă Пăла Тимеш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code