Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Манăн вĕрентекенĕм

Манăн вĕрентекенĕм

Учитель! Эс аслă тус пек маншăн пултăн,
Тыттартăн алла кĕнеке, кăранташ.
Тỹрĕ, таса, ытарми кăмăлу сан
Нихçан тухас çук ман чунран, асăмран.

Çурхи илемлĕ çанталăк хăй ăшшине, хитрелĕхне панă пулинех çав ăна — сăн-пичĕ, янăравлă кулли ăшă та çепĕç калаçăвĕ чĕрене çемçетет, кашни сăмаха виçсе, шухăшласа калаçни кăмăла çĕклет.

Исония Гурьевна Волкова 1935 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Кỹлпуç ялĕнче çуралнă. Улттăн пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем.

— Темле йывăр пулсан та атте-анне вĕрентме тăрăшатчĕç, — иртнине мала кăларать вăл. — Вĕсем пулăшни сая каймарĕ: пурте аслă пĕлỹ илтĕмĕр. Аппасемпе тетесем маншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă.

Исония Гурьевна пире 5-8 классенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Çав хушăрах класс ертỹçи те вăлах пулнă. Вăл хавхалантарса пынипех чăваш чĕлхин илемне туйма, тăван халăхăн йăли-йĕркине упрама, хисеплеме вĕрентĕм, районта, республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа туслашрăм.

Ачасене вĕрентес ĕçе И.Волкова 1955 çулта пуçăннă. Унăн ĕç кĕнеки çинче пĕр вырăн çеç — Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкул. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн — 34 çул.

Нумаях пулмасть юратнă вĕрентекенĕмпе, класс ертỹçипе тĕл пулма тиврĕ. Кашни тĕл пулурах вара эпир ачалăх тĕнчине çитсе килетпĕр. Пĕр класра 22-н вĕренеттĕмĕр. Мĕн пĕлмен, ăнланман — тỹрех Исония Гурьевна патне çул тытаттăмăр. Асрах класпа пĕрле ял халăхĕ умĕнче концерт лартни, тĕп хуламăра экскурсие кайни. Ватлăхра та пирĕн ĕç-хĕлпе кăсăклансах тăрать ветеран. Хăвăлçырма ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ те вăл. Пурнăçпа тан утма тăрăшакан çын.

Этем ĕçĕпе илемлĕ теççĕ. Исония Гурьевнăн пĕтĕм пурнăçĕ ĕç ытамĕнче иртнĕ. Пенси çулĕсенче пĕрре те ахаль лармасть вăл: кăмпа, çырла, сиплĕ курăк пуçтарма çỹрет. Унăн тĕррисене курсамăрччĕ — куç-пуç алчăраса каять. Кашни тĕрри шăрçа пек, пĕри тепринчен хитререх. Мĕн кăна тата мĕнле майпа кăна тĕрлемест-ши? Вăл минтер питне, алăк-чỹрече каррисене, сĕтелпе пукан çи виттисене, вырăн таврашне илемлетме маçтăр.

«Хĕллехи вăрăм каçсенче алла кĕнеке, хаçат-журнал тытатăп. Учитель пурнăçĕпе интересленсех тăратăп. Хам вĕрентнĕ ачасен сăнарĕсене куç умне кăларатăп. Чылайăшĕ вĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ пекех савăнатăп. Тĕрĕс мар çул çине тăнисен шăпишĕн пăшăрханатăп, вĕсен ăнман пурнăçĕнче манăн айăп та пур пулĕ тесе шутлатăп», — хăйĕн чунри шухăшне пĕлтерет педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Эпĕ шкулта ĕçлеме пуçлани те 37 çул ĕнтĕ, çапах та Исония Гурьевна умĕнче хама шкул ачи пекех туятăп. Унран вĕренмелли, ăса хывмалли паян та нумай. Хаклă наставнике 90 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Учителе сума суса
Эп пуçăма таям паян.
Хитре сăмах нумай каламăп:
«Тавах сана, вĕрентекен!»

Зинаида МИХЕЕВА,
Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул учителĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code