Патреккелте пурăннă Николай Алексеевич Петрова асăнса «Прогресс» хуçалăх садĕнче черетлĕ 4-мĕш ăмăрту иртрĕ. Тупăшăва йышлăн хутшăнчĕç: шкулчченхи ачасенчен пуçласа шур сухалсем таранах. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернисем Дмитрий Петров, Геннадипе Александр Воронцовсем хатĕрленĕ парнесене тивĕçрĕç. Вĕсен мăшăрĕсем тата тус-тăванĕсем тăрăшнипе вăрăм сĕтел тутлă апат-çимĕçпе йăтăнса ларчĕ.
Александр СОРОКИН.

