Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт нумайрах сăвакансене — ытларах пулăшу

Сĕт нумайрах сăвакансене — ытларах пулăшу

ЧР Ял хуçалăх министерстви сĕт туса илме тата ăратлă выльăх усрама аграрисем валли 550 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Субсидисен 4 тĕсне уйăрмалли конкурс суйлавĕ пуçланнă ĕнтĕ.

Агропромышленность комплексне тата ялсен территорийĕсене аталантарма бюджетран 2025 çулта уйăракан укçа 4,55 миллиард тенкĕпе танлашмалла, çулталăк каялла малтан уйăрма палăртнинчен 32,5 процент ытларах.

Техника тата оборудовани туянмалли, тĕш тырă туса илсе сутмалли тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли, çĕр улмипе пахча çимĕç производствине пулăшмалли пирвайхи суйлавсене ирттернĕ ĕнтĕ. Черетре — сĕт туса илекен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен организацисене пулăшмалли 550 миллион тенкĕлĕх субсидисем. Ку укçапа ăратлă выльăх, вăкăр усракансем, çамрăк выльăх туянакансем усă курма пултарĕç.

Сĕт туса илессине пулăшма бюджетра 446,3 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Ял хуçалăх организацийĕсем ĕнесем мĕн чухлĕ сĕт антарнине кура тĕрлĕ виçепе пулăшу илме пултараççĕ. Мĕн чухлĕ сĕт нумайрах — пулăшу укçи çавăн чухлĕ ытларах. Тĕслĕхрен, 5000 килограмм таран индекс 1 килограмшăн 1,37 тенкĕ пулăшу илме май парать. 6000 таран — 1,91, 7000 таран — 2,11 тенкĕ. Унтан та ытларах пулсан — килограмшăн 2,41 тенкĕ. Качака сĕчĕшĕн уйрăм виçе палăртнă — килограмшăн 2,6 тенкĕ.

Пăрулаттармалли-çăвăрлаттармалли ăратлă выльăх усранипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма бюджетран 90,9 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Мăйракаллă шултăра выльăхăн условнăй кашни пуçĕшĕн 8451,5 тенкĕ илме пулĕ, лашашăн — 4161,62, сыснашăн, кайăк-кĕшĕкшĕн, пулăшăн — 2323,23 тенкĕ.

Ăратлă çамрăк выльăх туянакан хуçалăхсене 6,1 миллион тенкĕ параççĕ. Пулăшу виçи тĕрлĕрен — мĕнле выльăх пулнине тата унăн виçине кура. Тĕслĕхрен, 270-399 килограмм таякан мăйракаллă шултăра выльăхшăн — 21353,54 тенкĕ. Ăратлă вăкăр усранăшăн саплаштаракан укçа-тенкĕ — пĕр пуçшăн — 353535,23 тенкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code