Атăлçи федерацин 14 регионĕнче «Паттăрсен вăхăчĕ» проект ĕçлеме пуçланă.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене патшалăх тата муниципалитет органĕсенче ĕçлеме хатĕрлес тĕлĕшпе пуçарнă проекта хутшăнма мартăн 10-мĕшĕ тĕлне ПФОра 5,3 пин çынна регистрациленĕ. Чăваш Енре ăна «Время СВОих» ятпа йĕркеленĕ.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ çул май уйăхĕнче Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Паттăрсен вăхăчĕ» федераци программи ĕçлеме пуçланăччĕ. Çавна май 83 слушатель ятарлă тĕрĕслев, вĕренỹ витĕр тухнă. Вĕсенчен чылайăшĕ яваплă ĕçсенче тимлеççĕ те ĕнтĕ. Пирĕн ентеш Александр Тихонов, акă, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн заместителĕ.

