Вторник, 18 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паллă ентеш

Паллă ентеш

Элекçей Тимеш ялĕ пĕчĕк пулсан та, вăл çут тĕнчене нумай паллă çынна çитĕнтерсе кăларнă. Вун тăваттăн, акă, революцичченех Чĕмпĕрти, Хусанти учительсен, Мускаври, Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕсене пĕтернĕ.

Сăмах Дмитрий Орлов çинчен пулĕ. Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 125 çул çитрĕ, çавна май вулакана унпа кĕскен те пулин паллаштарар-ха.

Д. Орлов 1900 çулта хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Малтан Патреккел, кайран Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен, ВКП(б) Тĕп комитечĕн партипе совет шкулĕсенче (1919), В.И.Ленин ячĕллĕ çарпа политика академи çумĕнчи адъютантсен институтĕнче (1937) вĕреннĕ.

1919-1926 çулсенче Дмитрий Сергеевич Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăрать. 1920 çулта ăна Кăнтăр-Хĕвел анăç фронтне янă. Полк комиссарĕн пулăшуçи хĕрлĕ армеецсене политика тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçе активлă хутшăнать, хаçат сотрудникĕ, 14-мĕш çар политпайĕн инструкторĕ, Украинăри çар округĕнчи политрук тата полкăн ответлă парторганизаторĕ те вăл.

1926-1932 çулсенче ентеш — мирлĕ ĕç фронтĕнче. Çак тапхăрта вăл Шупашкарти совпартшкулăн преподавателĕ, вĕренỹ пайĕн заведующийĕ, Чăваш Енри колхозсоюз правленийĕн ертỹçи тата Чулхула крайколхозсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Лектор-пропагандист.

Дмитрий Сергеевич 1932 çултан — каллех Хĕрлĕ Çарта. Пирваях Белорусси çар округĕн политика курсĕсенче вĕренет, унтан, полковник званипе отставкăна тухиччен (1953 çулччен) тĕрлĕ çар округĕсен политпайĕнче службăра тăрать. Вăл хĕрлĕ армеецсене Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратма вĕрентнĕ.

Д.Орлова Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр (2 хутчен) орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата ытти медальпе наградăланă.

Д.Орлов 1985 çулхи чỹк уйăхĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code