Пятница, 25 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак амăшĕсемпе арăмĕсене — тимлĕх

Салтак амăшĕсемпе арăмĕсене — тимлĕх

Олег НИКОЛАЕВ — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Эпир ятарлă çар операцине хутшăнакансене те, вĕсен çемйинчи çынсене те пулăшу памалли майсене туллин пурнăçа кĕртрĕмĕр. Контракт тунă вырăна пăхмасăр, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен пĕтĕм категорийĕ тата вĕсен çемйинчи çынсем пулăшу илеççĕ.

Патшалăх Канашне янă Çыруран. 2025 çулхи январĕн 31-мĕшĕ.

Хĕрарăм. Çĕнĕ пурнăç парнелекен. Анне, мăшăр, аппа, йăмăк… Пысăк чунлă, ырă, ачаш, çепĕç… Кашни амăшĕ тăван тĕпренчĕкĕшĕн мĕн ватăлса ку тĕнчерен кайичченех çирĕп хỹтлĕх пулса тăрать. Ачисене юратни унра нихăçан та сỹнмест.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн пысăк залне салтак амăшĕсемпе мăшăрĕсене йыхравларĕç. Уява Ольга Кузьмина ертсе пычĕ. Паттăр ывăлсем ỹстернĕ амăшĕсене, паттăрсен мăшăрĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хĕрарăмсен округри канашĕн ертỹçи Лариса Васильева саламларĕç, çĕршыва шанчăклă салтак çитĕнтернĕшĕн амăшĕсене тав турĕç, тỹсĕмлĕх, çирĕп сывлăх, телей сунчĕç. Раççей чысĕшĕн кĕрешекен çар çыннисен çирĕплĕхĕ, шухăш-кăмăлĕ килтисенчен, шанчăклă тылран нумай килнине палăртрĕç вĕсем.

— Эпир пурсăмăр та сирĕн ывăлăрсемпе, упăшкăрсемпе, мăнукăрсемпе мухтанатпăр, вĕсенчен кашнийĕ — чăн-чăн герой. Сирĕн юратăвăр, чăтăмлăхăрпа вăй-хăватăр вĕсене çапăçу хирĕнче упраса тăрать. Мĕн пур салтак тăван тăрăха çĕнтерỹпе ырă-сывă таврăнасса эпир шанса тăратпăр, — терĕ Леонард Васильевич.

Шел, амăшĕсен хушшинче ывăлĕсене вăрçă хирĕнчен кĕтсе илейменнисем те пур. Мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă паттăрсен умĕнче çĕршыв, унăн халăхĕ ĕмĕрех парăмра.

Шкул ачисемпе культура ĕçченĕсем пуçтарăннисене юрă-сăвăпа саламларĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Юрий Поповăн саламне те çитернĕ май, ун ячĕпе кашни хĕрарăма чечексем тата парнесем уйăрнă.

Амăшĕсемпе мăшăрсен ятĕнчен çапла пысăк уяв туса панăшăн салтакăн — Роман Левыйăн — амăшĕ Нина Аркадьевна ертỹлĕхе тав сăмахĕ каларĕ.

Вăрçă хирĕнче, тĕрлĕ вырăнта службăра тăракан ачисемпе мăшăрĕсем те çывăх çыннисене дистанци мелĕпе саламланине итлени-курни те хумхануллă самант пулчĕ.

Уяв вĕри чейпе сăйланнипе вĕçленчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code