Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хире тухма хатĕрленеççĕ

Уй-хире тухма хатĕрленеççĕ

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче уй-хирти ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан ял хуçалăх техникине малтанах тĕплĕн хатĕрлес йăла иртнĕ çулсенченех çирĕп йĕркене кĕнĕ.

Кăçал çуркунне ир килнĕ май хуçалăхра çак ĕçсене тата маларах пурнăçлама тытăннă. Иртсе çỹрекенсем машинăпа трактор паркĕнче чылайранпах хĕрỹ ĕç шавĕ тăнине асăрханă ĕнтĕ. Юсав ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма кунта пур услови те çителĕклĕ.

Хальхи вăхăтра механизаторсем çĕре ĕçлесе хатĕрлекен тата акнă çĕрте усă куракан техникăна хатĕррисен ретне лартассипе тимлеççĕ, ун хыççăнах вĕсем выльăх апачĕ хатĕрлекен тата тĕш тырă пухса кĕртекен комбайнсене юсама тытăнаççĕ.

Сỹресемпе сеялкăсене, культиваторсемпе катоксене, тĕпрен илсен, уй-хире илсе тухма хатĕрлесе çитернĕ. Çĕр ĕçченĕсем хăйсем те хавхалануллă кăмăл-туйăмлă. Вĕсем черетлĕ хутĕнче те çур аки ĕçĕсене агротехника йĕркипе килĕшỹллĕн кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçласса шанса тăраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code