Понедельник, 14 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ял ачи — Мускав сцени çинче

Ял ачи — Мускав сцени çинче

Совет саманинче Тăрăмри Федотовсен йышлă çемйинчи арçынсем спектакльсене питĕ хастар хутшăнатчĕç. Олег Иванович ку тĕлĕшпе округ центрĕнчи сцена çине те пĕр хутчен мар тухнă. Унăн ывăлĕ, Константин, паян Мускав сценисене парăнтарать.

Музыка училищинче вĕреннĕ тапхăрта халăх юрри-кĕввин конкурсĕнче çĕнтерсен вăл чăваш фольклорне пуçтарма тата юрлама ĕмĕтленет. Çапах та Мускава куçиччен урăх шухăш патне килсе тухать: «опера юрăçине вĕренсен — пĕтĕм жанра алла илме пулать».

— Академи музыки хăй патне ытларах туртрĕ мана, — искусствăн аслă çулĕ çине тухнă вăхăта аса илет ял ачи. — Светлана Нестеренко педагога тĕл пулман пулсан, тен, халăх жанрĕпе ĕçлеттĕмччĕ-и? Театрти чи малтанхи рольсене (Бенуа («Богема»), Гремин («Евгений Онегин»), Малюта Скуратов («Царская невеста»), Кончак («Князь Игорь») шăпах вăл сĕннипе тата пулăшнипе калăпланă. Сăмах май, Кончак ари маншăн хăйне евĕр талисман та пулчĕ: унпа академине вĕренме кĕтĕм, театр алăкĕ те «уçăлчĕ».

Нумай опера юрăçи пекех Константин та студент çулĕсенчех Мефистофель, Эскамильо, Годунов партийĕсене юрлама ĕмĕтленнĕ. Халĕ вĕсемпе вăл пĕр хутчен мар тухнă пысăк сценăсем çине…

2019 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ. Мускаври Çăлакан Христосăн чиркĕвĕн залĕ. Пĕтĕм халăхсем хушшинчи çамрăксен «Русский бас» вокал искусствин фестиваль-конкурсĕ. Гала-концерт хыççăн — чыслав. Асăннă мероприятин президенчĕ, РСФСР халăх артисчĕ Лев Лещенко палăртнă çĕнтерỹçĕсен йышĕнче чăваш ачин ячĕ те пур.

Çак тупăшăва хутшăнма Раççейрен, ытти çĕршывсенчен 200 ытла заявка панă. Конкурс утă уйăхĕнчен старт илнĕ, суйлав темиçе тапхăра пынă. Экспертсен канашĕпе жюри сасăлавпа 3-мĕш тура чи вăйлă 10 юрăçа кăна суйласа илнĕ. Кусенчен те чи пултаруллисене вара икĕ номинацире — академи юрлавĕнче тата эстрада вокалĕнче палăртнă. Пĕрремĕш номинацире Костя 3-мĕш вырăна тухса лауреат ята тивĕçнĕ.

Çапах та фестивальти пĕртен-пĕр награда мар ку унăн. Кашниех «Русский бас» эксперт канашĕн председателĕ, Пушкăртстан тата Тутарстан халăх артисчĕ (халĕ РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ те) Ильдар Абдразаков çирĕплетнĕ ятарлă приз кама тивĕçессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Паллă юрăç пирĕн ентеше суйласа илнĕ. Ку вара — маэстрăн ăсталăх класĕсене те, фестивальсене те хушма суйлавсăр йыхрав илни.

Опера алăкне çапла пуçласа уçса кĕнĕ Константин. Малалла — шалтан шала…

2023 çулхи юпа-чỹк уйăхĕсем. «Культура» телеканалта «Большая Опера» проектпа килĕшỹллĕн иртнĕ конкурспа округри хăш-пĕр çынсем те паллашнă ĕнтĕ. Программăна ертсе пыракансем кастинга 300 ытла юрăç заявка панине пĕлтерчĕç. Вĕсенчен вуннăшне çеç финала çул панă, çав шутра Константин Федотова та. Тупăшăва вăл Раççей, Беларусь, Узбекистан, Армени, Казахстан артисчĕсемпе хутшăннă. Тỹресем те Раççейрен çеç мар, Италирен, Грецирен, Сербирен. Çичĕ куна пынă кĕрешỹре опера ăстисем кашнинчех тĕрлĕлĕх кăларчĕç сцена çине: çĕнĕ-çĕнĕ партисем, ют чĕлхепе тата партнерпа пĕрле юрлани.

Конкурсăн юлашки кунĕнчи пĕтĕмлетỹре пирĕн Костя 5-мĕш вырăн йышăнни паллă пулчĕ. Çакă — пысăк çитĕнỹ! Жюри членĕ Георгий Исаакян профессор калани те кăмăллă: «Голос замечательный. Молодой, всего 26 лет. У вас большое будущее».

Константин Олеговичăн репертуарĕ халĕ самаях пуянланса çитнĕ ĕнтĕ — 30 яхăн хайлав. Лайăх, тĕплĕ, нумай уйăх «якатса» кăларнăскерсем. Кăткăс жанрпа ĕçлет-çке вăл. Кунта сасă техникине уяни кăна çителĕксĕр, харăсах сăнара та витĕмлĕ калăпламалла, оркестрпа та шайлашура ĕçлемелле. Дирижерсем вара пĕрре кăна та мар. Концертсенче е конкурссенче Константин Чудовскипе, Сергей Скрипкăпа, Андрей Лебедевпа, Евгений Самойловпа тата ыттисемпе «пĕр чĕлхе» тупма тивнĕ.

— Халĕ манăн ытларах классикăлла репертура, белькантона тата Моцарта алла илес килет, — пĕчĕк вăрттăнлăхне пĕлтерет опера ăсти.

Малалла вара, Константин! Чăрмавсене сирсе хăвах такăрлатнă анлă çулпа.

Шухăш: Алевтина ВОРОБЬЕВА — педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

— Тăрăшу, ăнтăлу пулмасан çапла çĕкленейместĕн. Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕреннĕ чухнех çулсерен ỹснĕ Костя. Сасси вăйлăччĕ. Ĕмĕчĕ пысăкчĕ. Вăл «кукка» таврашĕ пулăшмасăр тухнă Мускав сцени çине. Халĕ, хăйĕн çинчен хăюллăнах пĕлтернĕрен, çулĕ уçăлсах пырать.

Костя ытларах патриотла юрăсене кăмăллатчĕ. Район центрĕнчи сцена çине пуçласа «Богатырская наша сила» юрăпа тухнă. Республикăра иртнĕ ачасен «Сентти» фольклор, «Музыкальная капель» конкурссен çĕнтерỹçи вăл. Шанатăп: унăн пуласлăхĕ пысăк.

Николай МАЛЫШКИН.
Тăрăм.

Константин Олегович Федотов 1996 çулта Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ. Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче Алевтина Воробьева преподавателĕн вокал класĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче (А.Иванова класĕ) хор дирижерĕн уйрăмĕнче, Мускаври В.С.Попов ячĕллĕ хор искусствин академийĕнче тата унти ассистентура-стажировкăра (С.Нестеренко профессор, Е.Лехина) пĕлỹ пухнă. Ильдар Абдразаковăн, Семен Снигинăн ăсталăх класĕсене хутшăннă. 2022 çултанпа — Мускаври Е.В.Колобов ячĕллĕ «Новая опера» театр солисчĕ.

К.Федотов — Пĕтĕм Раççейри музыка конкурсĕн, Пĕтĕм халăхсем хушшинчи студент-вокалистсен 28-мĕш конкурсĕн çĕнтерỹçи, Пĕтĕм халăхсем хушшинчи Галина Вишневскаян опера артисчĕсен финалисчĕ. В.С.Попов премине çĕнсе илекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code