Эпĕ Çĕнĕ Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнатăп. Тăван ялăма, Тĕмере, час-часах килсе çỹретĕп. Южная урамри 49-мĕш çурта чун ялан туртать. Часах, акă, пахча çимĕç акма-лартма та вăхăт çитет.
Иртнĕ кунсенче те пултăм тăван килте. Анчах кашни килмессерен пĕр нĕрсĕр ỹкерчĕк куç умне пулать: пирĕн çурта хирĕçех, асфальтлă çул тепĕр енче, çỹп-çап вырăнĕ йĕркеленĕ. Анне пурăннă чухне: «Вăл çавăнта пăрахать-ши?», — тесе шутлаттăм. Çук иккен. Мĕн кăна çук-ха унта? Каяшĕ таранчченех. Халĕ çав «экспонатсене» каллех манăн тасатмалла-и-ха?
Пирĕнпе юнашарта тăватă çуртра çеç пурăнаççĕ. Контейнер та çывăхрах. Вара кам сукмак хывнă-ши кунта?
Çак вырăнпа Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн администрацине те паллашма сĕнесшĕн. Хăшĕ-пĕри киревсĕр йăлине пăрахăçламасан ытти органсене çитмеллех пулать.
Марина ВАСИЛЬЕВА.