Суббота, 24 мая, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Пуçлăха суйланма хутшăнассине ырланă

Пуçлăха суйланма хутшăнассине ырланă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин мартăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă.

Олег Алексеевич республикăн юлашки 5 çулхи аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, çак тапхăрта пĕтĕмĕшле регион продукчĕ 1,85 хут, тиесе ăсатнă промышленность продукцийĕн калăпăшĕ 2,3 хут ỹснĕ. Республика бюджечĕн хăйĕн тупăшĕсем 2,1 хут ытла пысăкланнă. Бюджета кĕрекен пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕнче вĕсен тỹпи хăпарнине те палăртмалла. Çичĕ призводство кластерĕ йĕркеленĕ.

Агропромышленность комплексĕнче те аш-какай, тырă, çăмарта туса илессин кăтартăвĕсем 100 процентпа танлашаççĕ. Инвестици ỹснин шайĕ — 1,7 хут. Хальхи вăхăтра пĕтĕмпе 200 миллиард тенке яхăнлăх 174 проект пурнăçланать.

Чăваш Енре туризм тытăмĕ те ăнăçлă аталанать. Туристсен юхăмĕ 1,7 хут ỹснĕ. Атăл тăрăх килесси кăна 4 хутчен ỹсни Хусанпа Шупашкар шыв транспорчĕн çыхăнăвне йĕркеленинчен килнĕ.

Социаллă сферăра — медицинăра, вĕренỹре, культурăра та палăртмалли пурах. Асăннă 5 çулта сывлăх сыхлавĕн 291, спорт инфраструктурин 98 объектне юсанă тата тунă. Тăхăр шкул хута янă, 111 шкула тĕпрен йĕркене кĕртнĕ, 452 культура объектне юсанă, вăл шутран 35-шĕ — çĕннисем.

— Олег Алексеевич, татса паман ыйтусем яланах нумай, çавна май ку лару-тăру тимлĕ пулма ыйтать, -тенĕ Владимир Путин, — анчах эсир тăрăшатăр, кăтартуллă ĕçлетĕр. Малашне те сире ăнăçу сунатăп.

Президент Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн çитес суйлавне хутшăнма кăмăл тунине ырланă.

— Ку пысăк яваплăх, — тенĕ Олег Алексеевич. — Эпĕ шанăçа тỹрре кăларма, тăван республика ырлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлеме хатĕр.

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code