Суббота, 24 мая, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сыр кукăлĕ

Сыр кукăлĕ

Чуста çăрма 130 грамм маргарин, 150 грамм хăйма, 2 стакан çăнăх, 1 чей кашăкĕ апат соди, 0,5 чей кашăкĕ тăвар, тип çу кирлĕ.

Ăшне хума шăратнă 100 грамм сыр, пуçлă 2 сухан, 2 апат кашăкĕ услам çу, 2 çăмарта, тăвар, пăрăç, хатĕрлемелле.

Маргарин касăкĕсене çăнăхпа, тăварпа хутăштармалла, хăймапа апат соди хушмалла. Чустана 40 минутлăха сивĕтмĕше хумалла.

Сыра теркăламалла, сухана турамалла. Тăвар, пăрăç сапнă сухана услам çупа ăшаламалла. Сыра пăтратса кăпăклантарнă çăмартапа, суханпа хутăштармалла. Чустана икĕ пая уйăрмалла. Пĕрне çатма тĕпне хумалла, сыр хутăшне сармалла, тепринпе витмелле, кукăль хĕррине хупламалла, духовкăра пĕçермелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code