Понедельник, 17 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лару иртнĕ

Лару иртнĕ

Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый наркотика хирĕçле комиссин черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Унта муниципалитет территорийĕнче наркомание хирĕçлекен профилактика мероприятийĕсен тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва тата ку енĕпе çыхăннă ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

Наркомани тĕлĕшĕнчи лару-тăру пирки мониторинг ирттернин кăтартăвĕсем тата халăх хушшинче çак енĕпе профилактика мероприятийĕсене йĕркелени çинчен Аслă Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕсен ертỹçисем — Валерий Афанасьевпа Инесса Воронова тухса калаçнă.

Леонард Левый лару ĕçне пĕтĕмлетсе çакна палăртнă: наркомани тĕлĕшĕнчи кăткăс лару-тăрупа тĕл пулас мар тесен ял халăхĕпе тăтăшах тĕл пулса калаçусем йĕркелемелле. Уйрăмах çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрмалла, наркотиксемпе психотроплă хутăшсене ăша хывса вăхăтлăх киленỹ тупни пысăк хăрушлăх патне илсе çитернине ăнлантарса памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code