Апрелĕн 4-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кĕр тыррисене 4580 гектар (92 процент), нумай çул ỹсекен курăксене 4403 гектар (52 процент) минераллă удобренипе апатлантарнă.
Нумай çул ỹсекен курăксен 4229 гектарне (50 процент), кĕрхи çĕртме лаптăкне 1957 гектар (8 процент) сỹреленĕ.
«Яманчурино» ОООра 150 гектар çинчи кĕрхи культурăсен лаптăкĕнче нỹрĕк тытнă.

