Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор йĕркеленипе округри Николай Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕк, Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕк, В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕсенче вĕренекенсем çуркуннехи каникул кунĕсенче Мускавра экскурсинче пулса курчĕç (кăçалхипе тăваттăмĕш хут). Роберт Петрович хальхинче тĕп хулана хаçат ĕçченĕсене те йыхравларĕ, çавна май çул çỹрев пирки тĕплĕн çырма май пулчĕ.

«Патриот» паркра курса тĕлĕнмелли чылай
Виçĕ куна тăсăлнă экскурси Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен «Патриот» çарпа патриот паркне çитсе курнинчен, парк территорийĕнчи музей комплексĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата паттăрĕсене халалланă галерейăсемпе, вăрçă темипе çыхăннă пулăмсемпе паллашнинчен пуçланчĕ. «Патриот» паркра, чăн та, курса тĕлĕнмелли сахал мар. Кĕске вăхăтра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ çак вырăнта çар историйĕнчен сахал мар интереслĕ фактсем пĕлме пулать. Историрен çакă паллă: 1938 çултанпа парк вырнаçнă лаптăкра авиабазăпа танк полигонĕ пулнă. Вун-вун çул хушши вырăнти площадкăсенче совет тата трофей техники пухăнса пынă. 2014 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче кунта пулас паркăн пĕрремĕш чулне хывнă, тепĕр çулах июнĕн 16-мĕшĕнче вăл халăха йышăнма пуçланă.
Паркăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 5 пин гектарпа танлашать, вăл 22 зонăна пайланать. 10 пысăк объектра сахал мар интереслĕ экспозици, вăйă тата вĕренỹ зонисем.
Хĕç-пăшаллă вăйсен тĕп храмĕ Паркăн тĕп илемĕ пулса тăрать. Христос Чĕрĕлсе тăнин ячĕллĕ таса çурта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă. Тĕн сооруженин фасадне металран тунă. Кунта çакă та интереслĕ: çурт-йĕр çỹллĕшĕ — 96,2 метр. Тĕп купол барабанĕн диаметрĕ — 19,45 метр (1945 çул — хăрушă та юнлă вăрçă вĕçленнĕ çул), пĕчĕк куполăн çỹллĕшĕ — 14,18 метр (вăрçă 1418 куна тăсăлнă).
«Астăвăм çул-йĕрĕ» музей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тарăн çутатать. 1418 утăм тăршшĕ 35 залра хаяр вăрçăн тĕп тапхăрĕсем сăнарланнă.
Пĕрремĕш зал — вăрçă умĕнхи кун
Чи малтанах «Мирлĕ вăхăт» зала пырса кĕретĕн. 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчи юлашки мирлĕ кун. Çĕршыв халăхĕ малашлăхри хурлăха, инкек-синкекпе асапа тĕшмĕртмесĕр яланхи пурнăç ытамĕнче. Кашнин хăйĕн кулленхи тивĕçĕ, ĕмĕчĕ… Тепĕр зал — «Вăрçăн пĕрремĕш кунĕ». Кунта халь урăх лару-тăру. Пурнăç йăлтах тепĕр май улшăннă. Куç умĕнче — çунакан ялсемпе хуласем, пĕр айăпсăр вилекен çамрăксемпе ватăсем. Мачча çинче — снарядсем пăрахакан нимĕç самолечĕсемлĕ видеопроекци, кĕленчерен хатĕрленĕ урайĕнче — ача-пăча теттисем, телейлĕ пурнăçа сăнарланă сăн ỹкерчĕксем, кил-тĕрĕшри тĕрлĕ япала. Залри репродуктортан паллă дикторăн Юрий Левитанăн историллĕ сăмахĕсем илтĕнеççĕ: «Совет Союзĕн гражданĕсем! Паян ирхине 4 сехетре пĕр пĕлтерỹсĕр Германин хĕç-пăшалланнă вăйĕсем Совет Союзĕн чиккисене атакăланă». Ку вăл 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ — миллионшар халăх пурнăçне йăлт улăштарнă кун. «Брест крепоçĕн геройла оборони» зал тăшман малтанхи хут пырса çапсанах хỹтĕленнĕ тапхăра яр уççăн кăтартса парать. Июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4.15 сехетре крепоçе фашистсен 16 пин салтакĕ, артиллерийĕ, танкĕсем тата авиацийĕ атакăланă. Çур сехет хушшинчех хĕç-пăшала, боеприпассене, апат-çимĕç склачĕсене, водопровод çыхăнăвĕсене аркатнă. «Промышленноçа тепĕр вырăна куçарасси» зал тăшмана хирĕç ăнăçлăн кĕрешес тĕллевсенчен пĕрне — промышленноçа упрассине, пысăк предприятисене активлă çапăçусен вырăнĕнчен аяккарах вырнаçтарас тĕллевсене çутатать. Халăх тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартса çак тĕллеве пурнăçлас ĕçе хастар хутшăнни пирки тĕплĕн пĕлме пулать кунта. «Тĕп хулана хỹтĕлеме» залра Мускав оборонин карттипе, сăн ỹкерчĕксемпе, истори факчĕсемпе, «Ленинград блокади» залра хулари выçлăх, асап кунĕсемпе паллашма пулать. Метрономăн (маятник шакканипе вăхăт виçмелли хатĕр) чуна шăнтса яракан сасси, бомба пăрахасси пирки асăрхаттарни, блокадниксен дневникĕсем курăнаççĕ, вĕсене вулани… вăрçă çулĕсен асаплă кунĕсене тавăраççĕ, тарăн шухăша яраççĕ. Галерейăн ытти залĕсем те çавах. Вĕсенче çав тери кăткăс самантсенче салтаксен пурнăçне çăлса ура çине тăратнă медицина ĕçченĕсен паттăрлăхĕ, Севастополь, Сталинград тата ытти хуласене хỹтĕлессипе çыхăннă хĕрỹллĕ çапăçусем, партизансен, патшалăх хăрушсăрлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, совет гражданĕсен вăрçă вăхăтĕнчи культурипе пурнăçĕ, Курск çапăçăвĕн чи хăватлă саманчĕсем, Днепр çывăхĕнчи хĕрỹллĕ çапăçусем…
Унсăр пуçне залсенче тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне, концлагерьсенчи хĕн-асапа, ытти пулăма яр уççăн асăрхатăн. Кунтах Гитлер çырнă кĕнекене тата Германин тĕп çурчĕн пĕр пỹлĕмĕн уççине курма пулать. Вăрçă витĕр тухса çĕнтерỹ кунне кĕтсе илнĕнех туятăн залсем витĕр тухсан.
Аслă Çĕнтерỹ
Чун-чĕререн кĕтнĕ савăнăç. Сăн-питре хĕпĕртỹ, телей. Çапах та хурлăхĕ те пур — чылайăшĕ çывăх çыннисене вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен. Галерейăн юлашки 2 залĕ уйрăмах хумхануллă. Мускаври Хĕрлĕ площадьри Аслă Çĕнтерĕве халалланă пĕрремĕш парада куратăн вĕсенче. Мультимеди туннелĕ пысăк çухатусене аса илтерет. Çак вăрçăра вилнĕ çынсен миллионшар сăнарĕ кунта. Вĕсем çỹлелле вĕçсе хăпарса çăлтăрсене çаврăнаççĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи ветеранĕсен миллионшар фотографийĕсен галерейи чунра, чăн та, тĕлĕнмелле мăнаçлăх çуратать.
Çĕнтерỹçĕсен амăшĕсен палăкĕ 9 метр çỹллĕшне тăсăлакан скульптура композицине бурят ăсти Даша Намдакова пурнăçлани паллă. Композици çунакан çуртана хăйĕн тумĕпе витекен хĕрарăма сăнарлать. Çак çуртана Кремль стени çумĕнчи Палламан Салтак вилтăпри çинчи Ĕмĕрхи Вут çутипе çутнă. Çуртан икĕ енĕпе те тумламсем. Вĕсем вăрçăра çухатнă çывăх çыннисемшĕн юхнă куççуль символĕсем. Çĕнтерỹ хирĕнче вара окопсем, блиндажсем, çурт ишĕлчĕкĕсем пур.
1 №-лĕ музей площадки — Паркăн чи анлă пайĕ. Унăн комплексне темиçе экспозици кĕрет: «Космос çарĕсем: тумхахсем витĕр çăлтăрсем патне», «Вутлă пĕкĕ», «Çĕклен, Аслă çĕршыв» тата ытти те. Вĕсенче космос аппарачĕсен коллекцийĕсемпе, ядерлă физика, наука çитĕнĕвĕсемпе, Сири Республикин çарĕн трофейĕсемпе, çар техникипе паллашма пулать.
Партизансен ялĕ 17 объектран тăрать. Çарпа истори комплексĕ, вĕсен хушшинче штаб блиндажĕ, хĕрлĕ кĕтес, мунча, хĕç-пăшал склачĕ, çывăрмалли блиндажсем тата ытти объектсем партизансен пурнăçне куç умне кăларса тăратаççĕ. Комплекс вăрçă вăхăтĕнчи партизан ялĕсен, объектсен интерьерĕсене, партизансен аса илĕвĕсене, сăн ỹкерчĕксене сăнарлать.
Техника центрĕ — мăнаçлăх уйрăмĕ. Тĕнчери бронетанк техникин чи лайăх пухăвĕсенчен пĕри ку. Коллекцире 14 çĕршыври хĕç-пăшала тата техникăна курма пулать. Чи интереслĕ экспонатсем хушшинче ракетăллă танк, Pz-VIII «Маус» танк, 1941 çулта Брест крепоçне штурмлама тата 1944 çулхи Варшавăри восстанине путарма хутшăннă «Карл» мортира.
Ентешсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр
Иккĕмĕш кунне шкул ачисем Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă ентешсем — Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Петров тата Степан Демьянов вĕреннĕ Мускаври пĕтĕмĕшле çар командин аслă училищинче пулчĕç. Кунта вĕсем чи малтанах училищĕн музейĕпе паллашрĕç. Кайран училище территорийĕнчи Николай Петровăн бюсчĕ тата училищĕре вĕреннĕ СВО паттăрĕсене халалласа лартнă палăк (унта Степанăн ячĕ те пур) умĕсенче митинг иртрĕ. Митинга хамăрăн ентеш — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор уçрĕ. Вăл Николайпа Степанăн паттăрлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

— Николай Петровпа Степан Демьяновăн çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетекен тĕлĕнмелле паттăрлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Вĕсен ырă ĕçĕсемпе пархатарлă ăнтăлăвĕ вара çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăрĕ. Çакăн пек салтаксемпе офицерсем пуртан эпир ыранхи куна шанăçпа пăхатпăр.

Салам сăмахĕсем çумне Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул вĕрентекенĕсем те хутшăнчĕç. Паттăрсем иккĕшĕ те çак шкулта вĕреннĕ.
Паттăр ывăл çуратса ỹстернĕ Виктор Демьянов, Николай Петровăн шăллĕпе йăмăкĕ Матвейпе Дарья тата ыттисем палăксен умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Виççĕмĕш кунне вĕренекенсем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче пулса Алла Салаева депутатпа, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕнче çар çыннисемпе тĕл пулчĕç.
Экскурсипе кашниех кăмăллă юлчĕ. Вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, педагогсем çул çỹреве йĕркелеме пулăшнă Роберт Баранова, Юрий Попова тав сăмахĕ калаççĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕсенче: Н.Петров, С.Демьянов вĕреннĕ училище умĕнче; Матвей тата Дарья Петровсем; Виктор Демьянов ывăлĕн ятне çырса хунă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕ.