Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн, Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Аслă экономика канашĕн, премьер-министр тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларура республика аграрийĕсен 2024 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă.
Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн комплекслă программин «АГРО ПРО ДВИЖЕНИЕ» отрасль пайĕпе паллаштарнă. Вăл 6 аталану çул-йĕрĕнчен тăрать: çынсем, уй-хир, фермăсем, продукцие вырнаçтармалли тата ăна тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлемелли майсем тата патшалăх пулăшăвĕ. 2030 çул тĕлне АПК продукцийĕн калăпăшне 2021 çулхинчен — 25 процент, экспорта 1,5 хут ỹстерме палăртнă.
Хăмлапа ĕçлесси те çав шута кĕрет. 2030 çул тĕлне унăн лаптăкĕсене 2 пин гектара çитерме палăртнă, пухса илекен «симĕс ылтăн» виçи çулталăкра 3,7 пин тоннăпа танлашмалла. Çак тĕллевпе хуçалăхсене патшалăх енчен пулăшассине уçăмлатмалла, ятарлă техникăпа тивĕçтермелле, хăмлаçăсене хатĕрлеме вĕрентỹ учрежденийĕсен наука хăватне аталантармалла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче селекципе ăрат ĕçне лайăхлатасси, лабораторисем тăвасси, биологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси мала тухса тăмалла. Техника енĕпе — ăна модернизацилесси, çĕнĕ производствăсемпе индустри паркĕсем тăвасси, социаллă учрежденисемпе федераци сечĕсене парса тăма «Хатĕр апат-çимĕçсен фабрики» проекта пурнăçа кĕртесси. «ПРОЛЮДЕЙ» çул-йĕр вара ялсенче пурăнакансен йышне упраса хăварассине, пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртессине, аграри пĕлĕвĕ памалли майсене анлăлатассине тĕпе хурать.
Регион инциденчĕсен переченьне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне тавăрассине те кĕртме сĕнеççĕ. Ку чухне татса паман ыйтусем те сахал мар. Патшалăхăн куçман пурлăхĕн пĕрлехи реестрĕнче 33 пине яхăн çĕр лаптăкне уйрăм харпăрлăха илни çинчен пĕлтерни çук, çав шутран 16,9 пинĕшĕн чиккисене патшалăх йышăннă йĕркепе çирĕплетмен. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çак цифрăсене пĕчĕклетме хушнă.
— АПКна кỹрекен пулăшу тĕсĕсен шучĕ те, калăпăшĕ те чакмĕ, — тенĕ Сергей Артамонов. — Çирĕплетнĕ формăпа производство калăпăшĕ çинчен пĕлтерменнисем малашне патшалăх пулăшăвне тивĕçеймĕç. Аслă экономика канашĕ çумĕнчи комиссипе пĕрле усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре пĕчĕклетмен, тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсене çеç пулăшу парасси çинчен шухăшласа пăхма сĕнетпĕр.

