Елчĕк муниципалитет округĕнче усă куракан çул 194 çухрăма яхăн тăсăлать. Çав шутра: республика пĕлтерĕшлĕ «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» çулĕ — 56 çухрăма яхăн, вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем — 138,2 çухрăм.
Муниципалитет харпăрлăхне кĕрекен юлашкинчен палăртнă вырăнти пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре çулталăк тăршшĕпе тытса тăма (территори пайĕсенчи ялпа ял хушшинчи çулсене йĕркелесе пырассине те çак шута илнĕ) муниципалитет контракчĕпе килĕшỹллĕн 2025 çул валли Чăваш Республикин бюджетĕнчен 26 426 900 тенкĕ субсиди уйăрнă, вырăнти бюджет укçи — 1 390 890 тенкĕ.
Кăçал юр васкаса ирĕлнине — çуркунне ир килнине кура çулсем çинчи шăтăк-путăка вĕри асфальтпа усă курса саплас ĕçсем те чылай маларах пуçланчĕç. ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ те çак ĕçе округ территорийĕнче мартăн 24-мĕшĕнчех пурнăçлама тытăннă. Çак вăхăтчен вĕсем çул-йĕр çинчи хĕл каçа сиенленнĕ сыпăксене пурĕ 500 ытла тăваткал метр юсанă. Шăтăк-путăксене саплас ĕç малалла пырать.
Асфальт çулсем ванса юрăхсăра тухасран асăрханса Чăваш Республикинче мартăн 27-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 27-мĕшĕччен регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче йывăр тиевлĕ транспортпа çỹрессине чарнă. Елчĕк муниципалитет округĕнче те çак йышăну вăя кĕнĕ.

